Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир Путинпа тĕл пулнă

26 июля 2014 г.

Июлĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулса калаçнă. Михаил Игнатьев çĕр-шыв пуçлăхне 2012 çултан пуçласа республикăри демографи лару-тăрăвĕ лайăхланма тытăнни çинчен пĕлтернĕ. 2013 çулта ача нумайрах çуралнипе халăх йышĕ 1027 çын чухлĕ ỹснĕ, çак ỹсĕм кăçал та палăрать. Нумай ачаллă çемьесенче ача çуралассине илсен, юлашки икĕ çул хушшинче ỹсĕм 11 процентпа танлашать. Республикăра обществăпа политика лару-тăрăвĕ лăпкă, 128 национальноçпа 8 этнос ушкăнĕн çыннисем пĕр-пĕринпе туслăн килĕштерсе пурăнаççĕ. Михаил Игнатьев Раççей Президентне республикăра пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн граждансене пулăшни, шкулчченхи ача-пăча учрежденийĕсем тумалли программа мĕнле пурнăçа кĕртсе пыни çинчен каласа панă тата Чăваш Ен экономикин аталанăвĕн прогнозĕпе паллаштарнă. Чăваш Енре 2010 çултанпа çынсен вăтам ĕмĕрĕ 2 çул чухлĕ ỹснĕ, халĕ вăл 70,7 çулпа танлашать. Социаллă пурнăçпа политикăн лăпкă лару-тăрăвне пула çынсем ыранхи куна шанасси ỹсет, çакă демографи лару-тăрăвĕнче те лайăх палăрать. Виçĕ, тăватă е пилĕк ачаллă çемьесен йышĕ 11 процент ỹснĕ. 2011-2013 çулсенче республикăра 23 ача сачĕ туса лартнă, кăçал тата 14 садик хута каймалла. 2015 çул тĕлне Чăваш Енре ача сачĕн черечĕн ыйтăвĕ пĕтĕмпех татăлмалла.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика