14 июля 2014 г.
Тăхăр вырăнлă "Gessna Caravan" самолетсем кăçалхи январĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа пассажирсене Ĕпхỹ-Шупашкар-Самар маршрутсемпе турттараççĕ. Июнь уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне 1165 çынна вырăна çитернĕ ĕнтĕ. Самартан Шупашкара 250-ăн килнĕ, тĕп хуларан Самара 245-ĕн кайнă. Шупашкар-Ĕпхỹ тата Ĕпхỹ-Шупашкар маршрутпа çул çỹрекен ытларах. Чăваш Енрен Ĕпхĕве - 342-ĕн, унтан республикăна 328-ăн çитнĕ. Самолетсем май уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа рейса ытлари кун, кĕçнерни кун, шăмат кун тухаççĕ. Пассажирсене илсе çỹресси пирки авиапредприятипе çирĕплетнĕ килĕшĕве июль уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăснă. Çак рейспа вĕçекенсем патшалăх çăмăллăхĕпе усă кураççĕ. Аэропортсем вĕсене билет самай йỹнĕрех хакпа сутаççĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"