Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коля Симурзина - Хĕл Мучи парни

19 апреля 2014 г.

 Вырăс Чукалĕнчи Коля Симурзин, ачаранпах инвалид пулнăскер, пĕрремĕш класа шкула çỹрет. Унăн тахçанхи çутă ĕмĕчĕ -  ноутбуклă пуласси. Кун пирки вăл Великий Устюг хулине - Хĕл Мучи патне çыру та çырса янă, хăйне ноутбук вĕренỹре тата пушă вăхăта усăллă ирттерме çав тери кирлине пĕлтернĕ. Коля Симурзинăн çырăвĕпе Федераци Казначействин Чăваш Республикинчи Управленийĕнче ĕçлекенсем те паллашнă. "Хĕл Мучи почти" Ыр кăмăллăх акцие хутшăнса, вĕсем хăйсен укçипе инвалид ача валли планшетлă компьютер -  трансформер туяннă. Çак кунсенче Казначейство Управленийĕн ĕçченĕсем Коля патне килне пырсах çак хаклă парнене тата Хĕл Мучин саламлă çырăвне панă. Чун-чĕререн хĕпĕртенĕ ачан куçĕсенчен савăнăç куççулĕ юхса аннă... Тĕлĕнмелле чаплă япаласем юмахра кăна мар, ахаль пурнăçра та пулаççĕ иккен. Ырă кăмăллă çынсем çеç ытларах пулччĕр. 

КУПĂС ИВАНĔ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика