Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преступленисен çулне пỹлес тĕллевпе - канашлу

09 апреля 2014 г.

 Çак кунсенче районти правăна сыхлакан органсен руководителĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Ун ĕçне Чăваш Республикин прокурорĕн пулăшаканĕ, юстици кĕçĕн советникĕ Д.Антонов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Канашлура районта право йĕркисене пăсасран тата преступленисем тăвасран сыхланмалли профилактика ĕçĕн законодательстви мĕнлерех пурнăçланса пынине сỹтсе яврĕç. Канашлăва район прокурорĕ, юстици аслă советникĕ С.Егоров ертсе пычĕ. Кĕске сăмах каласа мероприятие С.Егоров прокурор уçрĕ. Ун хыççăн прокурор çумĕ, юстици кĕçĕн советникĕ А.Емельянов 2013 çулта тата кăçалхи пĕрремĕш кварталта районта право йĕркисене пăсассине тата преступлени тăвассине пỹлес тĕллевпе профилактика субъекчĕсем мĕнлерех ĕçлесе пыни пирки каласа пачĕ. Право профилактикин ырă енĕсене асăннипе пĕрлех вăл ĕçри хăш-пĕр çитменлĕхсем пирки те каласа хăварчĕ, вĕсене пĕрлехи вăйпа пĕтермелли мерăсене палăртрĕ. Малалла профилактика ыйтăвĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков, район больницин тĕп врачĕ И.Смирнова, РФ Шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" пайĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн начальникĕн çумĕ В.Димитриев, районти халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен центр директорĕ С.Кузьмин тухса калаçрĕç. Шăмăршă, Палтиел, Анат Чаткас, Чукал тата Кивĕ Чукал ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вырăнти профилактика канашĕ-сем полицин участокри уполномоченнăйĕсемпе пĕрле административлă право йĕркисене пăсассине, тĕрлĕ преступленисен çулне пỹлессине хирĕç мĕнлерех ĕçлесе пыни пирки каласа пачĕç. Пĕлтĕр тата кăçал пулса иртнĕ преступленисене асăнса тухнипе пĕрлех вĕсем тỹнтерле ĕçсен сăлтавĕсене те тишкерчĕç, вĕсем малашне ан пулччăр тесе мĕнлерех мерăсем йышăнни çинчен пĕлтерчĕç. Социаллă йывăр лару-тăру хуçаланакан çемьесене çитни, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекен ашшĕ-амăшĕпе ăнлантару ĕçне илсе пыни, вĕсен ачисене тимлĕхре тытни пирки те каларĕç. Канашлура тухса калаçакансене республика прокурорĕн пулăшаканĕ Д.Антонов тата район прокурорĕ С.Егоров ыйтусем те пачĕç, пĕрлех профилактика ĕçĕнчи çитменлĕхсене пĕтерме пулăшакан усăллă канашсем сĕнчĕç. Чăваш Республикин прокурорĕн пулăшаканĕ Д.Антонов канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе çапла каларĕ:  - Тĕрлĕ преступленисен çулне пỹлессинче, административлă право йĕркисене тивĕçлĕ шайра тытса тăрассинче профилактика ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял çыннисене, çул çитменнисене саккун йĕркисене ăнлантарни питĕ вырăнлă. Уйрăмах ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсем, саккуна пăсас туртăм пур çынсем, çемьесенче хирĕçỹ-харкашу çĕклекенсем, колонирен таврăннисем, айăплав пурнăçланнине тĕрĕслекен районти инспекцире учетра тăракансем патне çитме тăрăшмалла, тỹнтерле ĕçсенчен асăрхаттармалла. Преступлени тусан, вĕсене куншăн мĕн кĕтнине те каламалла, çакна районта пулса иртнĕ ви- тĕмлĕ фактсемпе çирĕплетсе памалла. Профилактикăшăн яваплă çынсен пĕрлехи вăйпа çак ĕçе кунран-кун, çулран-çул чăтăмлăн та тĕллевлĕн пурнăçламалла. Кун пек чухне, паллах, ырă улшăнусем те пулĕç. 

И.АНАНЬЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика