30 января 2014 г.
Аистсем хĕлле вĕçмеççĕ тени тĕрĕс мар иккен – вĕсем пирĕн тăрăха çак тапхăрта та çунат çумне çунат хушса вĕçсе килеççĕ. Ахальтен мар иккен: çут тĕнчене çĕнĕ пепке килни пирки ырă хыпар çитереççĕ.
Кăçал аист Энтĕрьелĕнче пĕрремĕш хут хĕл кунĕнчех «йăва çавăрнă». Паллах, Светланăпа Андрей Кирпичниковсен çемйи ăна тахçанах кĕтнĕ пулĕ. Унсăрăн епле-ха – ăру тăсăмĕ вĕт. Виталий – кăçал районта çуралнă пĕрремĕш ача. Çак пулăма районти ЗАГС пайĕнче савăнăçлă лару-тăрура регистрациленĕ, çут тĕнче курма пулăшнă ашшĕ-амăшне пурте ыр кăмăлтан саламланă. Кун пек пулăма кашниех чăтăмсăррăн кĕтет вĕт!
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"