30 января 2014 г.
Социаллă страховани фончĕн районти уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пĕрремĕш ачана пăхакан хĕрарăмсене уйăхсерен 2,6 пине яхăн тенкĕ параççĕ.
Иккĕмĕш тата хыççăнхи ачасемшĕн уйăхсерен паракан укçа сахалран та 5153 тенкĕ те 24 пуспа танлашать. Медицина учрежденийĕнче 12 эрнеччен шута тăнă çие юлнă хĕрарăмсене 515,33 тенкĕ тÿлеççĕ.
2014 çулхи январьтен пуçласа ача çуратнăшăн пĕр хут паракан пособи виçи ÿснĕ. Халĕ вăл 13,741 пин тенкĕ ытларах. Ăна 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн ача çуратнисем тивĕçеççĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"