28 января 2014 г.
ЯнварĔн 17–19-мĕшĕсенче республикăра «Ÿсĕр водитель» профилактика операцийĕ иртрĕ. Çав кунсенче районти полици уйрăмĕн ГИБДД службин сотрудникĕсем вăйлатнă режимпа ĕçлерĕç.
2013 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса, законодательствăна улшăнусем кĕртнĕ хыççăн, руль умне «çуттине» ĕçнĕ хыççăн ларнă водительсем 30 пин тенкĕ штраф тÿлеме пуçларĕç. Кунсăр пуçне вĕсем 1,5–2 çуллăха водитель удостоверенийĕсĕр юлаççĕ. Водитель документне çак срок хыççăн çĕнĕрен алла илсен, пĕр çулталăк хушшинче каллех ÿсĕрле лексен вара бюджета 50 пин (!) хывма, 3 çуллăха удостоверенисĕр юлма тивет.
Апла пулин те руль умне алкоголь шĕвекĕсем ĕçнĕ хыççăн ларнă водительсен шучĕ çав-çавах чакмасть-ха. Акă иртнĕ профилактика операцийĕ вăхăтĕнче районти ялсенче çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн сотрудникĕсем 3 ÿсĕр водителе тытса чарнă. Вĕсем пурте – çамрăксем! Ÿсĕрле авари тума пултарассине, хăйсем е ыттисем инкек курас хăрушлăх тухса тăнине ăнланман-шим вĕсем; Е тата пысăк суммăллă штраф тÿлесси тата водитель удостоверенийĕсĕр юласси те хăратман-ши ку йĕкĕтсене; Çакна, паллах,ăнланма çук. Çитменнине, ÿсĕрле лекнĕ çамрăксенчен пĕри вун улттă кăна тултарнă-ха, унăн водитель удостоверенийĕ те çук. Яшпа пĕрлех ашшĕ-амăшĕн те ответ тытма тивет.
Ку фактсем тăрăх протоколсем, ытти документсем хатĕрлесе миравай судья патне тăратнă. Вăл кашни тĕслĕхе тĕплĕн пăхса тухĕ, тивĕçлĕ мерăсем йышăнĕ.
Çак тĕслĕхсем ытти çамрăк водительсемшĕн те çирĕп урок вырăнне пулччăр.
Водительсене çула тухсан хăвăртлăх тата дистанци йĕркисене çирĕп пăхăнма сĕнетпĕр.
Г.ИВАНОВА, ГИБДД службин инспекторĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"