Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем – малта пыракансем

30 октября 2013 г.

2013 çулхи ял хуçалăх ĕçĕсен кăтартăвĕ-сене пĕтĕмлетсе район администрацийĕ çапла йышăннă:

1. Тыр-пул, пропашной культурăсем туса илес тĕлĕшпе «Искра» ял хуçалăхĕпе производство предприятине пĕрремĕш вырăн панă. Хуçалăхра кашни гектартан 18,4 центнер тыр-пул пухса кĕртнĕ, вăхăтра çĕртме сухи туса хăварнă;

иккĕмĕш вырăнта – «Исток» сахал яваплă общество. Хуçалăхра кашни гектартан 18,3 центнер тыр-пул пухса кĕртнĕ, вăхăтра çĕртме сухи туса хăварнă.

2. Çакнашкал ĕçсенчех хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче Владимир Ильич АБСАЛЯМОВĂН хуçалăхĕ мала тухнă. Кунта кашни гектартан 24 центнер тыр-пул пухса кĕртнĕ.

Василий Николаевич ПАВЛОВĂН хуçалăхĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă. Хуçалăхра кашни гектартан 18,6 центнер тыр-пул пухса кĕртнĕ.

3. Çĕр улми çитĕ-нтерессипе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче чи лайăххисем – Валерий Николаевич СИМУРЗИН (кашни гектартан 195 центнер «иккĕмĕш çăкăр» кăларса илнĕ), Андрей Анатольевич ЮНКЕРОВ (190 центнер).

4. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илес тата выльăхсен шутне ÿстерес тĕлĕшпе çак хуçалăхсем мала тухнă:

«Исток» сахал яваплă общество (пĕрремĕш вырăн). Хуçалăхра кашни ĕнерен 3850 килограмм сĕт суса илнĕ;

«Восход» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕ (иккĕмĕш вырăн). Хуçалăхра кашни ĕнерен 3325 килограмм сĕт суса илнĕ;

«Искра» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕ (виççĕмĕш вырăн). Хуçалăхра кашни ĕнерен 3320 килограмм сĕт суса илнĕ.

5. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче мала тухнисем:

Александр Иванович САТЕЕВ (пĕрремĕш вырăн). Хуçалăхра кашни ĕнерен 4047 килограмм сĕт суса илнĕ;

Геннадий Николаевич МАКАРОВ (иккĕмĕш вырăн). Хуçалăхра кашни ĕнерен 3853 килограмм сĕт суса илнĕ.

6. Техникăпа усă курассине лайăхлатнăшăн, хĕл каçма упрама лартассине вăхăтра йĕркеленĕшĕн, ял хуçалăх техникине тытса тăрас ĕçре тăкаксене чакарнăшăн, вăхăтра юсанăшăн çаксене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă:

Ильгизер Хатыпович АЗИЗОВА – «Мир» акционерсен хупă обществин тĕп инженерне;

Александр Геннадьевич КУЗЬМИНА – «Карлинская» агрофирма» акционерсен хупă обществин машинăсен паркĕн заведующине;

Василий Васильевич НИКИФОРОВА – Александр Иванович Сатеевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕн тĕп инженерне.

7. Ял хуçалăх ĕçĕсенче пысăк ÿсĕмсем тунăшăн çаксене хисеплĕ ятсем панă:

«Вырма чемпионĕ» ята – «Исток» сахал яваплă общество комбайнерне Ирфан Асьхатович УСЬМАНОВА. Вăл «ДОН-1500Б» комбайна 9732 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ;

«Чи лайăх тракторист» ята – Мерван Минеттуллович Фахрутдинова, «Мир» акционерсен хупă обществин трактористне. Вăл МТЗ-1221 тракторпа 1130 условнăй эталон гектар чухлĕ ĕç тунă;

«Чи лайăх доярка» ята – Елена Федоровна ЛЬВОВАНА, «Исток» сахал яваплă обществăри машинăпа ĕне сăвакан оператора. Вăл кашни ĕнерен 4308 килограмм сĕт суса илнĕ;

«Чи лайăх выльăх-чĕрлĕх пăхакан» ята – Герольд Николаевич МАЙОРОВА, «Восход» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнчи выльăх пăхакан. Вăл самăртакан мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра 792 грамм ÿт хушса пынă;

«Чи лайăх сысна пăхакан» ята – Татьяна Александровна ТОЛСТОВАНА, «Искра» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнчи сысна пăхакана. Вăл кашни тĕп амаран 15,4 çура илнĕ.

8. Ял хуçалăх производствинче нумай çул хушши вăй хунăшăн тата ĕçри ÿсĕмсемшĕн çаксене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă:

Анатолий Николаевич АНДРЕЕВА – хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçине;

Вячеслав Владимирович АНДРЕЕВА – «Карлинская» агрофирма» акционерсен хупă обществин трактористне;

Евгений Анатольевич АФАНАСЬЕВА – «Г.Н.Макаров» хресчен (фермер) хуçалăхĕн трактористне;

Зинаида Александровна ВИКТОРОВАНА – «Восход» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнчи сысна пăхакана;

Зинаида Петровна ВОЛКОВАНА – «Колос» агрофирма» сахал яваплă общество рабочине;

Петр Данилович ВОРОБЬЕВА – «Восход» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн трактористне;

Николай Федотович ДАВЫДОВА – «А.К.Хлюкин» хресчен (фермер) хуçалăхĕн трактористне;

Анатолий Иванович ДАНИЛОВА – «Колос» агрофирма» сахал яваплă общество трактористне;

Людмила Петровна ЗАЙЦЕВАНА – «Мир» акционерсен хупă обществин бухгалтерне;

Владимир Анатольевич ИВАНОВА – «Исток» сахал яваплă общество трактористне;

Тамара Петровна КОРЧАКОВАНА – «А.И.Сатеев» хресчен (фермер) хуçалăхĕн рабочине;

Юрий Павлович КУЗЬМИНА – «Шанс» сахал яваплă общество трактористне;

Ольга Васильевна МУЛЛИНАНА – «Колос» агрофирма акционерсен хупă обществин рабочине;

Владимир Леонтьевич ОСИПОВА – «Колос» агрофирма» сахал яваплă обществăри механизациленĕ парк заведующине;

Василий Михайлович ПАВЛОВА – «В.Н.Павлов» хресчен (фермер) хуçалăхĕн трактористне;

Надежда Степановна ПЕТРОВАНА – «Г.Н.Макаров» хресчен (фермер) хуçалăхĕн дояркине;

Александр Николаевич ПОВОРОВА – «Искра» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнчи выльăх-чĕрлĕх пăхакана;

Игорь Петрович ПОРТНОВА – Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин «Выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен Шăмăршă районĕнчи станци» бюджет учрежденийĕн начальникĕн çумне;

Валентин Моисеевич ПСАРОВА – «Восход» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн трактористне;

Минерварик Рифкатович РАХМАТУЛЛОВА – «Мир» акционерсен хупă обществинчи таварлă сĕт-çу фермин заведующине;

Евгений Анатольевич РУССКИЕ – «Исток» сахал яваплă общество конюхне;

Николай Филимонович ТЕРЕНТЬЕВА – «Г.Н.Макаров» хресчен (фермер) хуçалăхĕн трактористне;

Виталий Михайлович ФЕДОРОВА – «Искра» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн трактористне;

Сергей Валентинович ХАРИТОНОВА – «А.И.Сатеев» хресчен (фермер) хуçалăхĕн трактористне;

Раиль Гатиетуллович ХАФИЗОВА – «Мир» акционерсен хупă обществин трактористне;

Александр Николаевич ХРИСАНОВА – «Шанс» сахал яваплă общество трактористне.

9. «Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне аталантарас ĕçе хастар хутшăнса килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илессине ÿстернĕшĕн çаксене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă:

Раиса Владимировна АЛЕКСЕЕВАНА – Шăмăршă ялĕнче пурăнакана;

Сергей Иванович ВАСИЛЬЕВА – Асанкасси ялĕнче пурăнакана;

Андрей Валерьевич ЕГОРОВА – Васан ялĕнче пурăнакана;

Борис Васильевич КАЛАШНИКОВА – Пуянкасси ялĕнче пурăнакана;

Вячеслав Ильич КИРИЛЛОВА – Кивĕ Чукал ялĕнче пурăнакана;

Николай Леонтьевич КРАСНОВА – Тури Чаткас ялĕнче пурăнакана;

Сергей Александрович СТЕПАНОВА – Карапай Шăмăршă ялĕнче пурăнакана;

Петр Ананьевич УГАРИНА – Çĕнĕ Чукал ялĕнче пурăнакана;

Минзаид Кешафетдинович ШАРИПОВАНА – Патирек ялĕнче пурăнакана.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика