30 октября 2013 г.
Паян унăн çуралнă кунĕ – 65 çул пурăнать çĕр çинче. Хăна-вĕрле пуçтарма палăртман пулсан та, ачисем çемйисемпе килеçех пуль тесе шутлать Раиса Александровна. Пĕр ывăлĕ – Владимир – инçетре пурăнать. Вăл килеймесен те тăватă ачи тăван районтах тĕпленчĕç...
Савăт-сапине тепĕр хут шутласа сĕтел çине купаласа таса çивиттипе витсе хучĕ, – пурте ал айĕнче, çывăхра пултăр, тет. Пилĕк ачи, кинĕсемпе кĕрÿшĕсем тата 9 мăнукĕ – вăт камсене чунтан кĕтсе уяв сĕтелĕ хатĕрлет вăл паян. Кукăль-пÿремечсемпе аппаланнă май, пĕрех май аса илĕве путать кил хуçи хĕрарăмĕ...
Кивĕ Чукалта, йышлă çемьере çуралса ÿснĕ Раиса Албутова (хĕр чухнехи хушамачĕ). Çемьере асли пулнăран, пĕчĕккеллех апат-çимĕç хатĕрлеме те, çĕлеме-çыхма та, кил-çурт тирпейлеме те вĕреннĕ. Унран кĕçĕннисем – саккăрăн! – пурте унран пулăшу кĕтнĕ-çке-ха...
... 1969 çул – кÿршĕ ялти яштака та илемлĕ сарă каччăпа – Сергей Еремеевпа – пĕрлешнĕ çул... 43 çул пĕр-пĕрне савса, ăнланса, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнса ирттернĕ çулсем... Телейлĕ çулсем ытла та хăвăрт иртсе кайрĕç...
Аса-илÿ çăмхине сÿтнĕ май, хăй сисмесĕрех шкул еннелле пăхкаласа илет. Ара, пурнăçăн пысăк пайĕ – 40 çул ытла – Чукалти шкултах иртсе кайрĕ-çке! Малтанах 3 çул пионервожатăйра ĕçлерĕ, кайран пĕр улшăнми, пенсие кайичченех, шкул столовăйĕнче апат пĕçерсе тăчĕ. Шкула вара кашни кун çемйипех утнă – хăш çул çиччĕн-саккăрăн та. Хăйсĕр пуçне мăшăрĕ, икĕ ывăлĕпе кинĕ, икĕ хĕрĕ, пĕр кĕрÿшĕ... Вĕсем пурте ачасене вĕрентме çÿренĕ. Пуринчен маларах ĕçе Раиса Александровна тухса чупнă – ирпе пилĕк сехетре электричество плитисене хута ямасан шкул ачисен пĕрремĕш вĕри апачĕ ĕлкĕреймен пулĕччĕ.
Столовăй шкула хирĕç пысăках мар йывăç çуртра вырнаçнă. Ăста повар пĕçернĕ тутлă апат-çимĕçпе кăна мар, тирпей-илемĕпе, хăтлăхĕпе те илĕртсе тăратчĕ вăл шкул ачисемпе вĕрентекенсене. Раиса Александровна пурне те ырă кăмăлпа, тараватлă кĕтсе илетчĕ, килекене лăпкă сассипе техĕмлĕ вĕри апат сĕнетчĕ.
Шкулпа халĕ те çыхăну çухатмасть вăл. Урисем хăйсемех хăнăхнă çулпа шкул çуртнех илсе çитереççĕ. Кунта улшăнусем пулса иртнĕ пулин те, çав-çавах шкулăн иккĕмĕш хутĕнче, унчченхи директор кабинетĕнче, мăшăрĕ Сергей Максимович (йывăр тăпри çăмăл пултăр!) ĕçлесе ларнăн туйăнать. 27 çул ертÿçĕ лавне туртса пычĕ вĕт! Ачисем те тăван шкулта вĕрентÿ ĕçĕнче пирвайхи утăмсем турĕç. Халĕ ĕнтĕ ытти шкулсенче пысăк çитĕнÿсем кăтартаççĕ.
Савăнать ачисемпе, мăнукĕсемпе Раиса Александровна! Хăйне те вĕсем чун-чĕререн юратса тав сăмахĕсем калаççĕ. Кинĕсемпе кĕрÿшĕсем те ăна тăван анне вырăнне хурса хисеплеççĕ. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет вăл, кашнин валлиех савăк кăмăл тупать, ырă сĕнÿ-сем парать, мĕн пултарнă таран пулăшса тăрать. Çутă ĕмĕтсемпе пурăнать – пысăк çемьене тĕрĕс çулпа ертсе пырать.
Г.ИВАНОВА.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"