Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх пур – тупăш кур

31 июля 2013 г.

Выльăх пур – тупăш кур

ŸРКЕНМЕН, ĕçчен çемьесем пурăнаççĕ Çĕнĕ Чукалта. Кăмака çинче выртсах пурнăçа малалла ярайманнине лайăх ăнланаççĕ ял çыннисем: выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп усраççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ.

Сергей Ильичевах илер-ха, акă. Унăн хушма хуçалăхне чăннипех пĕчĕк ферма теме пулать. Çемье картишĕнче – сăвăнакан виçĕ ĕне, тăватă пăру, çичĕ сурăх, тăватă сысна, çирĕм ытла кролик тата вунă хур.

Çакăн чухлĕ «ферма» тытма сахал мар тар тăкма тивет: ĕçсем ирпе ирех пуçланаççĕ те, каçченех пыраççĕ: апатлантармалла вĕсене, шăвармалла, çуллахи вăхăтра кĕтĕве хăваламалла, тислĕкне тасатса ай сарăмне улăштармалла. Çу каçа выльăх апачĕ те хатĕрлемелле тата: утă-улăм, фуражĕ те сахал мар кирлĕ. Çитеймесен – туянма та тивет.

Ялти Петр Угарин çемйи те ĕçченлĕхпе палăрса тăрать. Ку çемьере те хальхи вăхăтра икĕ ĕне, виçĕ пăру, çичĕ сысна, вун тăватă сурăх, вун икĕ хур тытаççĕ. Тăрăшмасăр, вăй хумасăр çак йыша тытса тăраймăн. Ку ĕçре, Ильичевсенни пекех, ачасем пысăк пулăшу параççĕ. Вĕсем ĕçе хăнăхса ÿсни ашшĕ-амăшне те савăнтарать.

Н.УЛЮКОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика