Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кирек ăçта – маттур, ăста

15 декабря 2012 г.

АЛСА-ЧĂЛХА çыхма та, кăçатă йăвалама та тасатнă çăм кирлĕ. Çак ĕçе алăпа пурнăçлама вăхăчĕ те, чăтăмлăх та пайтах кирлĕ. Юрать-ха хăш-пĕр ялсенче çăм таптаракан машинăсем сыхланса юлнă, чылайăшĕ чиперех ĕçлеççĕ. Çĕнĕ Чукалта та пур çакнашкал машина. Ăна вăтăр сакăр çул Николай Ильичев ĕçлеттерет.

Ăста специалист патне ялтан çеç мар, ытти çĕртен те çынсем нумай килеççĕ. Коля тете ĕçе пахалăхлă пурнăçлама тăрăшать, вăрах кĕттермест. Пĕр сăмахпа, вăл çăм тапмалли технологие питĕ лайăх пĕлет. Тивĕçлĕ канура пулин те килте алă усса ларасшăн мар.

Кунсăр пуçне Н.Ильичев – ăста платник, столяр, каменщик. Çак ĕçсемпе те вăл çынсене хаваспах пулăшать.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика