05 июня 2013 г.
Çĕнĕ Чукалти хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи В.Симурзин çĕр улми çине çуллен пысăк тимлĕх уйăрать. Çĕр улми анинче çĕр ĕç культурине пăхăнса ĕçленĕ, унăн вăрлăхĕ çине тивĕçлĕ тимлĕх уйăрнă май, тухăç пĕчĕкех мар, тупăшĕ те савăнтарать.
Пĕлтĕр Валерий Николаевич çĕр улмине 25 гектар çинче ÿстерсе çитĕнтернĕ, ăна тупăшлă вырнаçтарнă. Çĕр улми укçипе хуçалăх валли кăçалхи çур аки тата вырма ĕçĕсем валли ытлă-çитлĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсем, çĕнĕ йышши вăрлăхсем, удобренисем, культурăсен чир-чĕрĕпе, кăпшанкăсемпе кĕрешмелли препаратсем туяннă. Кунсăр пуçне утă-улăм пуçтармалли К-254 агрегат та илнĕ.
Фермер çĕр улми лаптăкне кăçал та чакарман. Малтан тулă йышăннă лаптăк çинче пĕлтĕр кĕркунне çĕртме сухи туса хăварнă, кăçал çуркунне культиваторпа çемçетнĕ. Май уйăхĕ-нче 25 гектар çинче хуçалăхра СН-4 сажалкăпа – МТЗ-82 рулĕ умне В.Симурзин хăех ларнă – çĕр улмин «Удача», «Невский» тата «Броницкий» сортсене лартнă. Вăрлăхсене малтан «Престиж» препаратпа пĕрĕхнĕ, лартнă вăхăтра нитроаммофоска удобренипе усă курнă. Сортсем пăтрашăнса ан кайччăр, хăйсен пахалăхĕсене ан çухатчăр тесе, кашнийĕн валли уйрăм участок уйăрнă.
Валерий Николаевича Александр ывăлĕ те, çул-йĕр институтĕнче вĕренекенскер, ĕçре пулăшсах пырать. Çĕр улми лартнă вăхăтра вăл З.Матросовпа пĕрле сажальщик тивĕçне пурнăçланă.
– Кăçал Мускаври çĕр улми туса илессипе ĕçлекен наукăпа тĕпчев институчĕн Муркашри филиалĕнчен 3 тонна «Невский» вăрлăх кÿрсе килтĕмĕр, ăна 1,5 гектар çинче лартса хăвартăмăр, – каласа парать Валерий Николаевич. – Шурă йышши çак çĕр улмине чылайăшĕ ыйтнине, ăна лайăх вырнаçтарма май пулнине шута илсе, çак сортăн тухăçне пĕтĕмпех вăрлăха хăварма, килес çул «Невскийĕн» лаптăкне 10 гектар таранах ÿстерме палăртатпăр.
Кунсăр пуçне фермер хуçалăхĕн ертÿçи килес çул хĕрлĕ йышши «Аврора» çĕр улми те лартма шутлать. Пасарта çакăн йышши çĕр улми лайăх сутăнать.
Килес çулхи çĕр улми тухăçĕшĕн тăрăшса хальхи вăхăтра фермер 15 гектар çинчи çĕре хура карта тытать. Ăна çуркунне БДТ-3 агрегатпа çемçетсе тухнă. Акатуй хыççăн çак лаптăка каллех çемçетме, уйăх вĕçĕнче сухалама палăртнă.
Кăçалхи çĕр улми тухăçне те ăнăçлă вырнаçтарма ĕмĕтленет В.Симурзин фермер. Валерий Николаевича фермер ĕçĕнче малашне те ывăнмасăр, професси ăсталăхĕпе вăй хума çирĕп сывлăх тата ăнăçу сунатпăр.
И.АНАНЬЕВ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"