20 апреля 2013 г.
(Малалли. Пуçламăшĕ 42-44 номерсенче.)
1943 çулхи хĕвеллĕ çу кунĕсенчен пĕринче Анастасия Ильичева фронтран çыру илнĕ. «Сывă-и, Наçтукăм! – пуçланă çырăва мăшăрĕ. – Мĕнлерех пурăнатăр, еплерех тăратăр; Халĕ Валя – пиллĕкре, Коля – виççĕре ĕнтĕ. Ывăл шакăртаттарсах калаçать, хĕрача вĕçĕмсĕр чĕвĕлтетет пулĕ. Ачасем йĕркеллех ÿсни, качака сĕчĕ вĕсемшĕн питĕ усăллă пулни, çĕнĕ вăй-хăват парса тăни пирки иртнĕ çырăвунта вуласа пĕлсен питĕ савăнтăм. Эх, самантлăха та пулин сирĕнпе юнашар пуласчĕ, сана, ачамсене хамăн ытама илесчĕ... Кунта çав тери хаяр çапăçусем пыраççĕ. Вилекенсем те, аманакансем те нумай. Ĕнер çĕрле окопра шинельпе пĕркенсе пĕр-икĕ сехетлĕхе тĕлĕрсе илнĕ вăхăтра питĕ хăрушă тĕлĕк куртăм. Эпир ытти салтаксемпе пĕрле пăтранчăк юхан шывра шыва кĕретпĕр пек. Эпĕ кĕтмен çĕртен авăра лекрĕм те путма пуçларăм. Чăмпăлтататăп хам, çиеле тухма тăрăшатăп. Анчах усси пулмарĕ, манăн ал-ура вăйсăрланса çитрĕ, эпĕ чул пек аялалла анса кайрăм. Сывлăш пĕтĕмпех пĕтсе çитнипе эпĕ вăранса кайрăм, антăхса каясла сывлама пуçларăм. Паян пирĕн полк каллех хаяр çапăçăва кĕрет, эпĕ унтан каялла тухаймастăп пулмалла...»
Петр Ильичев малтанхи çапăçусенчех пĕтĕм чун-чĕрипе туйса илнĕ: йĕри-таврашра кунĕн-çĕрĕн бомба-снаряд çурăлнипе çĕр ахлатса-чĕтренсе тăракан, кашни самантрах чĕрĕ ÿт шыраса хăлха çумĕнченех пульăсем шăхăрса вĕçекен, çумрах взрывсен ванчăкĕ-сем сирпĕнекен вырăнта чĕррĕн юлас шанчăк çукпа пĕрех. Çар чаçĕсем тăшман позицийĕсем еннелле атакăна ыткăннă вăхăтра вилекенсен шучĕ татах та ÿсет. Командовани приказĕ вара хурçăран та çирĕпрех: «Тăван çĕр-шывшăн – малалла!..»
Часах Ильичевсен çемйине çар штемпелĕллĕ çыру килнĕ. Почтальонка салтак арăмне çак çырăва панă та куçне айккинелле тартнă. Анастасия конверт çине пăхса илсен тÿрех ăнланса илнĕ: ют почерк. Апла пулсан... «Сирĕн мăшăрăр, Петр Федотович Ильичев хĕрлĕармеец, Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн паттăррăн çапăçса пуç хучĕ...» Çак хăрушă та чуна ыраттаракан йĕркесене вуласа тухсан янкăр хĕвеллĕ кун самантрах кĕрхи йĕпе-сапаллă çанталăкпа ылмашăннăн туйăннă, куçа вĕри куççуль хупласа илнĕ. «Аçăра нихăçан та кураймăпăр, вăл киле таврăнаймĕ..» – икĕ пĕчĕк ачине ыталаса илсе сывлăш çавăрми куççуль витĕр пăшăлтатнă çамрăк хĕрарăм...
Мĕнле йывăр пулсан та, салтак арăмĕ шăла çыртса пурнăç çулĕпе малалла утнă, чун тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе çи- тĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларма тăрăшнă. Анастасия Ильичева колхоз уй-хирĕнчен таврăнсан, ачисене апатлантарсан пĕчĕк урапа туртса, çава тытса çырма-çатра еннелле васканă. Хĕвел анас умĕн вăл урапапа ешĕл курăк туртса таврăннă, ăна хапха умне сарса хунă. Тепĕр кун ăна мăшăрĕн амăшĕ тавăрса типĕтме пуçланă. Каçа хирĕç салтак арăмĕ каллех курăк çулма утнă. Качакасен сĕчĕ çемьене, ачасене чĕрĕ-сывă тытма çĕнĕ вăй-хăват парса тăнине, вĕсем валли ытлă-çитлĕ утă хатĕрлемеллине пурте лайăх ăнланнă.
1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ пуриншĕн те чаплă уяв пулса тăнă. Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче пĕрисем савăннă, теприсем хурланса йĕнĕ. Яла текех салтаксем вилнине хурланса пĕлтерекен çырусем килмессине, малашне телейлĕ пурнăç пуçланассине туйса ял-йыш, çав шутра Ильичевсем те, çĕнĕ ĕмĕт-туйăмпа пурăнма пуçланă.
И.МЕДВЕДЕВ.
(Малалли пулать.)
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"