Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунта иккен атте, асатте…

27 апреля 2013 г.

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 42-46 номерсенче.)

Анастасия Ильичева хăйĕн ачисене тĕрĕс-тĕкел, çирĕп сывлăхлă ÿстерсе çи- тĕнтерсе, тивĕçлĕ воспитани парса, пĕлÿ, професси илме пулăшса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Валентина 1961 çулта ялти ĕçчен трактористпа – Владимир Симурзинпа – пĕр çемьене пĕрлешнĕ, икĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Николай 1964 çулта тăван ял хĕрĕпе, сăпайлă та ĕçчен хĕрпе – Антонина Бибуковапа – çемье çавăрнă.

Анастасия Павловна хăйĕн ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăннă. Кинĕпе – Антонинăпа – яланах пĕр-пĕрне ăнланнă, килĕш-тернĕ. Туслă çемьене виçĕ ывăлпа пĕр хĕр пĕрчи хутшăннă. Асламăшĕ мăнукĕ-сене юратса пăхнă.

Николай Петрович хĕлĕн-çăвăн колхозра тракторист пулса ĕçленĕ. Мăшăрĕ, Антонина Васильевна, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хунă.

Кил хуçи малалла пĕлÿ илес ĕмĕтпе куçăн мар майпа Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен Николай Петрович чылай çул ферма ертÿçинче тăрăшнă. 1975 çулта çемье пысăк та хăтлă çурта пурăнма куçнă.

Ильичевсем хăйсен ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса, тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ. Ывăлĕсем пурте салтака юрăхлă пулнă. Маринăпа Андрей Шупашкарта тĕпленнĕ, çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Александрпа Валерий Вырăс Чукалĕнче пурăнаççĕ. Вĕсен çемйисенче те ача-пăча ÿсет.

Николайпа Антонина Ильичевсем – 2000 çултанпа тивĕçлĕ канура. Паттăр салтак арăмĕн, Анастасия Павловнăн, ĕмĕрĕ вăрăм пулнă. 2008 çулхи июль уйăхĕнче вăл 90 çула çитсе пурнăçран уйрăлса кайнă. Тылпа ĕç ветеранĕ хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ĕçе юратса, тăван çемйине кăна мар, – мĕн пур çынна хисеплесе пурăнса ирттернĕ. Салтак арăмĕ ял-йышра ырă ят хăварнă. Петр Федотовичпа Анастасия Павловна хыççăн ĕçчен те сăпайлă йăх юлнă. Çак ăру малалла сарăлса-пысăкланса пырать.

Ильичевсем яланах хăйсен ашшĕн тата аслашшĕн вил тăприйĕ патне кайса килме, ун çине чечексен çыххине хурса пуç тайма ĕмĕтленсе пурăннă. Çак ĕмĕт 2012 çулта, аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕнхи кунсенче, пурнăçланнă. Ильичевсен аслă ывăлĕ, Александр, вахта мелĕпе Мускав облаçне ĕçлеме çÿрет. Стройкăра вăл Смоленск облаçĕн йĕкĕчĕпе, Владимирпа, çывăххăн паллашнă. Лешĕ Клинковски районĕнчен пулнине пĕлсен, ăна çар комиссариатне кĕме, хăйĕн аслашшĕ- не, Петр Федотович Ильичев хĕрлĕармееца, хăш вырăна пытарнине пĕлме ыйтнă. Владимир вахта срокĕ пĕтсен килне кайса килнĕ, Саша ыйтнине пурнăçланă. Петр Федотович Ильичев чăнах та Клинковски хывăхĕнче, стрелковăй полкри ытти çĕр-çĕр салтакпа пĕрле пуç хунă иккен. Тăванла масарта вĕсенчен кашнийĕн хушаматне, ятне, ашшĕн ятне çырса хунă.

Николай Ильичев часах хăйĕн ывăлĕ-семпе тата кĕрĕвĕпе пĕрле «ГАЗель» автомашинăпа çула тухнă. Клинковски райцентрĕнче вĕсене ăшшăн кĕтсе илнĕ, паттăр салтака пытарнă вырăна кăтартнă. Хăйсен çывăх çыннин ят-шывне çырса хунă палăк умĕнче Ильичевсем пуç тайнă, чĕрĕ чечексен çыххине хунă. «Лăпкă ыйхăпа çывăр, пирĕн хаклă çыннăмăр, ытарайми атте тата асаттемĕр, – тенĕ салтакăн ывăлĕпе мăнукĕсем. – Эпир сана нихăçан та асран кăлармăпăр. Санăн мухтавлă яту, çутă сăнару ĕмĕр-ĕмĕрĕпех Ильичевсен йăхĕн асĕнче юлĕ...»

И.МЕДВЕДЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика