17 апреля 2013 г.
(Малалли. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте.)
Анастасия Ильичева пĕр-икĕ эрнерен мăшăрĕнчен çыру илнĕ. «Юратнă Наçтукăм! – çырнă салтак. – Эпĕ Инçет Хĕвел тухăçĕнчи чаçра службăра тăратăп. Хальхи вăхăтра çамрăк салтаксен курсĕнче вĕренетпĕр, часах Присяга тытатпăр. Ирсерен, 6 сехетре тăрса, виçĕ çухрăмлă кросс чупатпăр, кайран турниксем çинче çĕкленсе, физкультура упражненийĕсем туса ÿт-пĕве пиçĕхтеретпĕр. Кун хыççăн стройпа утма хăнăхатпăр, тактика, политика занятийĕсенче пулатпăр. Апат аван çитереççĕ.
Сан çинчен тата Валентина пирки час-часах аса илетĕп. Иксĕре ÿкерсе илнĕ сăн ÿкерчĕке гимнастерка кĕсйинче тирпейлĕн упратăп. Занятисем хыççăн сирĕн сăн ÿкерчĕк çине чылайччен пăхса ларатăп, эсир манăн пурнăçăмра пурришĕн ăшăмра мăнаçланатăп. Сăн ÿкерчĕк мана служба йывăрлăхĕсене çĕнтерсе пыма çĕнĕ вăй-хăват парса тăрать...»
Юратнă упăшкин çырăвне Анастасия ирхине те, каçхине те вуланă, унăн салтак формипе ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕкне кÿршĕсене те кăтартнă. Çамрăк кин мăшăрĕн ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăннă, колхоз уй-хирĕнче ĕçленĕ, Петя салтакран таврăнсан малалла та телейлĕ çемье пурнăçĕпе пурăнма ĕмĕтленнĕ. Хăйсен ĕçчен те сăпайлă, пăрчăкан пек вăр-вар кинне упăшкин ашшĕ те, Федот, амăшĕ те, Перасковья (вăл Кивĕ Чукалти вырăс хĕрĕ пулнă), питĕ хисеплесе пурăннă. Вĕсем пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланнă.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи пирĕн çĕр-шыва вăрă-хурахла тапăнса кĕрсен, вăрçă вучĕ талккăшĕпех анлăн сарăлса кайсан Ильичевсен, çĕр-шыври ытти пин-пин çемьен телейлĕ малашлăхĕ тĕпрен арканнă.
Петр Ильичев хĕрлĕармеец службăра тăракан стрелковăй дивизие вăрçăн малтанхи çулĕ-сенче Инçет Хĕвел тухăçĕнчех хăварнă, мĕншĕн тесен пирĕн çĕр-шыва Япони милитарисчĕсем тапăнса кĕрес хăрушлăх пысăк пулнă (статистика çирĕплетнĕ тăрăх, Инçет Хĕвел тухăçĕнче хĕç-пăшалпа лайăх çирĕплетнĕ 40 дивизи тăнă). 1941-1942 çулсенче пирĕн çарсем паттăррăн çапăçса çĕршер хула-яла хăварса, каялла чакса пынă. Ку вăхăтлăха пулнă. 1943 çулта вĕсем çирĕп оборона йышăннă, наступление куçма хатĕрленнĕ. Паллах, наступление куçма çарсем, самолетсемпе танксем, орудисем, боеприпассем, вăрçăн ытти хатĕрĕсем тăшманăннинчен ытларах кирлĕ. Çавна май Инçет Хĕвел тухăçĕнчи хăш-пĕр дивизисене малти позицисене – фронта куçарнă. Çĕнĕ Чукал çамрăкĕ службăра тăракан дивизине те 1943 çулхи çу кунĕсенче Смоленск çывăхне куçарнă. Вăл тапхăрта çак хула таврашĕнче питĕ хаяр çапăçусем пынă. Резервра тăнă çар чаçĕсем фронта килнĕ-килмен хаяр çапăçусене кĕнĕ. Гитлеровецсен çарĕсем талккăшĕпех çирĕп оборона йышăннă, вĕсене окоп-траншейăран хăваласа кăларма çăмăлах пулман. Фрицсен ДЗОТсемпе ДОТсенчен вĕç-хĕррисĕр «тăхлан çумăрĕ» тăкса тăракан пысăк калибрлă пулемечĕсем пирĕн çарсене пысăк чăрмав кÿрсе тăнă, Совет çарĕсем пысăк çухатусем тÿснĕ. Паллах, гитлеровецсен те çухатусем сахалах пулман.
(Малалли пулать.)
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"