06 апреля 2013 г.
Вăл выльăх чĕлхине пĕлетКрикинсен килĕнче тĕрлĕ выльăх яланах йышлă пулнă. Паллах, вĕсенчен хăшĕсем чирлени те пулман мар. Ĕне е пăру, сысна асапланни ачан чунне самаях ыраттарнă.
– Чĕлхи пулсан, выльăх мĕн ыратнине каланă пулĕ- ччĕ, – тенĕ çак самантсенче Лазарь. Ахăртнех, малашнехи пурнăç çулне суйласа илесси çакăнпах çыхăннă пулĕ.
Вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан Çĕнĕ Чукал çамрăкĕ Хусана çул тытнă, ачалăхри ĕмĕтне пурнăçа кĕртсе унти ветеринари институтне вĕренме кĕнĕ. Диплом иличчен йĕкĕт салтак пăттине те тутанса курнă.
1987 çулта Лазарь Крикин тăван яла таврăннă. Халĕ ĕнтĕ вăл – выльăх тухтăрĕ. Çамрăк специалист Вырăс Чукалĕнчи ветеринари участокне ĕçлеме вырнаçнă.
Выльăх тухтăрĕн ĕçĕ канăçсăр – тепĕр чух çĕр варринче те чĕннĕ çĕре кайма тивет. Кил хуçисемшĕн вара выльăха çăлса хăварни – чăннипех пысăк савăнăç. Ĕне пулсан – пушшех те. Мĕншĕн тесен, ялта пурăнаканшăн вăл пурнăç тыткăчĕ вырăнĕ-нчех.
Л.Крикин нумай çул Çĕнĕ Чукал, Вырăс Чукал, Кивĕ Чукал, Шамккай ялĕсенчи выльăхсене сыватнă. Колхозсем пулнă тапхăрта та уншăн ĕç нумай пулнă. Кĕтÿсенче чирлĕ выльăхсем ан пулччăр – яланах çак тĕллев пулнă унăн. Çавна май вăл прививкăсене вăхăтра тунă, тĕрлĕ-рен анализсем илнĕ.
Çирĕм ултă çул хăйĕн тивĕçне чунĕ хушнă пек пурнăçлать Лазарь Крикин, юратнă ĕçĕнчен уйрăлма шутламасть.
Н.УЛЮКОВ. Çĕнĕ Чукал ялĕ.