03 апреля 2013 г.
Чукал ял тăрăхĕнче районти черетлĕ семинар-канашлу иртнĕ. Чукал тăрăхĕ тесенех, эпир кунта кăçатă йăвалакансемпе вăрман ĕçĕсемпе аппаланакансене курма хăнăхнă. Тĕрĕсрех каласан, ку тăрăхра "кĕрĕк çаннине йăваламасăр лармаççĕ". Ĕçчен алă ялтах ĕç тупать. Çынсем хăйсен кун-çулне ĕçпе çыхăнтарнине те ырламалла.
Район центрĕнчен чи инçе ял тăрăхне çитнисем кунта пурăнакансен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе интересленмесĕр тăма пултараймарĕç: ялсенчи тирпей-илем çине, выльăх-чĕрлĕх усракансен кулленхи ĕçĕ пирки кăсăкланмасăр тăраймарĕç.
– Ял тăрăхĕнче халĕ ултă хресчен (фермер) хуçалăхĕ, – палăртрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Чугунов. – Вĕсем пурте май çитнĕ таран тăрăшса çĕр çинче ĕçлеççĕ, ял хуçалăхне аталантарма тăрăшаççĕ. Ÿркенмесен, тăрăшсан ялта пурăнма пулать.
"Симурзин В.Н." хресчен (фермер) хуçалăхне çитсен çакна куçпа курса ĕненмелле пулчĕ. Ял хуçалăх техники çурхи акана хатĕр темелле. 288,3 гектар çĕр çинче пĕрчĕллĕ культурăсемпе сахăр чĕкĕнтĕрĕ, çĕр улми, пахча çимĕç, нумай çул ÿсекен курăк ÿстереççĕ кунта. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Фермер хуçалăхĕнче шултра мăйракаллă выльăхсемпе сыснасем ĕрчетесси пирки те тăрăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Валерий Симурзина кăçалхи акана лайăх хатĕрленнĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ тав тунă. Хушма хуçалăха аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекенсем те пур. Акă Валерий Угарин хуçалăхĕнче икĕ ĕне, тăватă вăкăр, сакăр сурăх, ултă сысна тытаççĕ. Сергей Шепейкинăн çемйи те выльăх-чĕрлĕх енчен тăлăх мар. Вĕсем икĕ ĕне, икĕ вăкăр, икĕ çăвăрлакан сысна, лаша, хурсем усраççĕ. Михаил Ильичевсем те ку енĕпе лайăх ĕçлеççĕ. Вĕсен картишĕнче икĕ ĕне, икĕ вăкăр, икĕ çăвăрлакан сысна.
Ял тăрăхĕнче вырнаçнă çемье тухтăрĕн пĕтĕмĕшле практика офисне, пуçламăш шкула çитсе курчĕç. Шкулта – 16 вĕренекен, 3 вĕрентекен. Шкул умĕнчи хатĕрлев класĕ те кĕске кун йĕркипе вĕренет, вĕсем – саккăрăн.
Семинар-канашлăва пĕтĕмлетме ялти культурăпа кану центрĕнче пухăнчĕç. Туса ирттернĕ, тума палăртнă ĕçсем пирки калаçрĕç, çивĕч ыйтусене вăхăтра татса памаллине палăртрĕç.
Хамăр корр.