Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăваплă ĕç

03 ноября 2012 г.

ОКТЯБРĔН 25-мĕшĕ Чукалсемшĕн хăйне евĕр паллă событи пулса юлĕ. Çак кун Турă пилĕпе, Перасковья Кузнецова тăрăшнипе Çĕнĕ Чукалти Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕ ячĕллĕ йывăç чиркÿ тăррине ылтăн тĕспе çиçекен куполпа хĕрес хăпартнă.

Сăваплă мероприятие 5-мĕш округ благочиннăйĕ Сергий протоиерей, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи священниксем килнĕ. Священниксем куполпа хĕресе кĕл туса тата таса шывпа сапса тасатнă хыççăн кран ăна чиркÿ çине çĕкленĕ.

Чиркÿ умне çак кун халăх йышлă пуçтарăннă. Кунта Ульяновскран тата Шупашкартан килнĕ хăнасем те пулнă.

Ылтăн тĕспе йăлтăртатакан куполлă чиркÿ пĕтĕм яла илем кÿрсе тăрать. Вăл ял-йыша сăваплă кĕлле йыхравласа чун-чĕрене таса туйăмсемпе пуянлатĕ, Турă умĕнче пархатарлă ĕçсем тума, пĕр-пĕрне ырă сунма, пулăшма çĕнĕ вăй-хăват парса тăрĕ.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика