Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçченсене ĕç чĕнет

23 июня 2012 г.

ÇĔНĔ Чукалта камсем выльăх-чĕрлĕх йышлă усрани пирки ыйтсан ял поселенийĕн администрацийĕнче тÿрех Шепейкинсене асăнчĕç. Тĕреклĕ хушма хуçалăх тытать иккен çемье.

Наталия Федоровнапа Сергей Васильевич килте иккĕшех пурăнаççĕ. Ачисен – хăйсен çемйисем, хăйсен пурнăçĕ. Иккĕн кăна пулсан та мăшăр кил картине курăк пусса илме памасть. Шепейкинсен хальхи вăхăтра лаша, икĕ ĕне, икĕ пăру пур. Сурăхсен шучĕ кăçал çичче çитнĕ, сыснасем те пур. Кунсăр пуçне вĕсен картишĕнче хурсем те йышлă.

– Выльăх-чĕрлĕхсĕр, кайăк-кĕшĕксĕр пĕр çул та пурăнман, лавккаран аш-какай, сĕт-çу туянса курман – хамăрăнах çителĕклĕ, – теççĕ Шепейкинсем. – Сутмалăх та пур.

Тĕрĕсне калаççĕ вĕсем. Кăçал кăна ĕçчен çемье, сăмахран, вун виçĕ сысна çури, виçĕ сысна пусса сутнă. Кунсăр пуçне Шепейкинсем кашни кун тенĕ пек сĕт те нумай сутаççĕ – ытлашши продукцие сая яраймастăн вĕт: ан тив, укçана çаврăнтăр, ялта кашни тенкĕ шутра. Хуçалăхра вара пăта çапмалли тупăнсах тăрать, карта-витесене те пăхсах тăмалла.

Йышлă выльăха усрама, хĕл каçарма апачĕ те сахал мар кирлĕ. Ĕнесенех, акă, сĕчĕ чĕлхи çинче теççĕ. Лашана та сĕлĕ-утă кирлĕ. Пĕр сăмахпа, ыраш улăмĕ çеç çитерсен ыр выльăх та ывăнать теççĕ мар-и; Çавăнпах Шепейкинсем çу кунĕсенче утă ытлă-çитлĕ хатĕрлесе хăварма тăрăшаççĕ, концентратне те туянаççĕ.

Ÿркенмеççĕ Наталия Федоровнапа Сергей Васильевич. Хăйсен хирте çĕр лаптăкĕ çукран, килти анкартипе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Курăксене вара тĕрлĕ çĕрте çулса пуçтараççĕ. Çу каçа паха утă самаях пухăнать.

– Шепейкинсем "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци программине пурнăçа кĕртес ĕçе активлă хутшăнаççĕ, – тет Чукал ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Чугунов. – Çакăншăн çемье кăçалхи акатуйра пĕтĕм халăхпа хăнасем умĕнче пысăк чыса тивĕçрĕ.

Хăйсен ĕçне, вĕсен килти хушма хуçалăхне çапла хаклани Наталия Федоровнапа Сергей Васильевича тата тăрăшуллăрах пулма хистет.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика