03 мая 2012 г.
ЧУКАЛ ялĕсем хăçан, мĕнлерех пуçланса кайни пирки темиçе çул каяллах Н.Егоров профессор район хаçатĕнче анлă статья пичетленĕччĕ. Историе тĕпчесси, паллах, кăткăс ĕç: пыра-киле пĕр фактах тепĕр майлă çаврăнса тухать. Вырăс Чукалĕ ялнех илер-ха. Вăл хăçан пуçланса кайнине тĕп-тĕрĕс палăртма çук. Халĕ Мускав, Шупашкар пуçланса кайни пирки те тĕрлĕрен калаçаççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ датăсем илсе кăтартаççĕ. Нумаях пулмасть мана çак ялти Александр Павлович Аксеновпа курса калаçма тиврĕ. Унăн ашшĕ, 1890 çулта çуралнăскер, каласа панă тăрăх яла патша саманинче Воронеж губернийĕнче пăлхава путарнă хыççăн унта хутшăннисене пирĕн яла ăсатнă имĕш. Çавăнпа та кунта вырăссем тĕпленнĕ-мĕн. Хăçан; Ку ыйту уçăмлă мар. Апла пулсан, "те чăнах, те сăмах" темелли çеç юлать-ши.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"