18 апреля 2012 г.
ЧУКАЛ тăрăхĕнче кăçатă йăвалакансем, пурнăçа çак ĕçпе сыпăнтарса пыракансем ĕлĕкех йышлă пулнă. Ялта ĕçленипе çеç çырлахман вĕсем, юта та тухса çÿренĕ, Пушкăртастанпа Оренбург тăрăхĕсенех çитнĕ. Çамрăксем ют çĕрте хĕрсемпе паллашса çемье çавăрнисем те пулман мар: килтен пĕччен тухса кайнă, каялла мăшăрпа таврăннă. П.Заказов пирки те çакнах каламалла. 1960 çулта Петр Григорьевич Оренбург облаçĕнчи Тюльган районĕнчи Хуторзаковский ялĕнче ĕçленĕ, кунти маттур, хăй пекех ĕçчен хĕрпе паллашнă. Килĕштерсе пăрахнă çамрăксем пĕр-пĕрне, малашне пурнăç çулĕпе пĕрле, юнашар утма кăмăл тунă. Яла таврăнсан чăваш каччипе вырăс хĕрĕ туй кĕрлеттернĕ. Майра кин (вырăс е ытти наци çыннисене ялта çапла калас йăла пур) чăвашсемпе çийĕнчех пĕр чĕлхе тупнă, кĕске хушăрах чăвашла та чиперех вĕренсе çитнĕ. Ĕçрен хăракан çын мар Петр Григорьевичăн мăшăрĕ – Лидия Мироновна. Çĕнĕ çĕрте те тÿрех ĕçе пуçăннă вăл: фермăра та тăрăшнă, уй-хир бригадинче те вăй хунă. Килте те çĕр тĕрлĕ ĕç: картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп. Çавăн пекех, пахча çимĕçне те, çĕр улмине те çитĕнтермелле. Ялта та ырă ята тивĕçнĕ Л.Заказова. Лидия Мироновнапа Петр Григорьевич ултă ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Нумаях пулмасть Лидя аппа çитмĕл çул тултарчĕ. Анчах ăна çак çула çитнĕ тесе калаймăн – çав-çавах вăр-вар та ĕçчен, пĕрре те ахаль лармасть.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"