Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сцена çинче – Чукалсем

24 марта 2012 г.

Раççей историйĕн çулне тата района йĕркеленĕренпе 85 çул çитнине халалланă районти смотр-конкурса Чукал ял поселенийĕн илемлĕ пултарулăх коллективĕ уçрĕ.

Программăна пуçласа, хор "Ты - Россия мать" тата "Пурăнатпăр пĕрре çĕр çинче" юрăсене (аккомпаниаторĕ З.Савельев) мăнаçлăн шăрантарчĕ. Л.Савельева, С. Еремеев, В.Ильичева, Н.Ильичева солистсем юрланă юрăсене те ăшшăн йышăнчĕ тулли зал. Н.Безруковпа Л.Савельева тата Н.Ильичевапа Л.Рубцова дуэтпа килĕшÿллĕ юрларĕç. Арçынсен ансамблĕ "Кăвак чечексем", "Салам, çуралнă çĕр", хĕрарăмсен ансамблĕ "Цвела рябина белая", "Посылала меня мать", хутăш ансамбль "Чун юрлать-çке ман", "Пурнăç урапи чÿхенет" юрăсемпе савăнтарчĕç.

Яланхи пекех, Н. Ильичевапа Л. Рубцова вырăс такмакĕсене ăста каларĕç. Вĕсемех "Купи шубу" сценка кăтартрĕç. Л. Матросова, С. Симурзинапа А. Ергунов сцена çине "Суперзвезда" юморескăпа тухрĕç.

В.Смолькова "Моя малая Родина" сăвăпа, ялти пуçламăш шкулта вĕренекенсем "Петушок" ташăпа тыткăнларĕç. Программăна фольклор коллективĕ "Çăка çеçке çурсан" композиципе вĕçлерĕ (ертÿçи М.Угарина).

Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Чугунов хорта, ансамбльте, фольклор ушкăнĕнче юрлани художество коллективне сцена ăсталăхне кăтартассинче хавхалану кÿрсе пычĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика