Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермер пулма çăмăл мар

21 января 2012 г.

«Фермерăн ертÿçĕ те, кĕтÿçĕ те пулмалла. Чи йывăрри вара – тар тăкса туса илнĕ продукцие вырнаçтарасси. Çак нушах фермер хуçалăхне аталанма чăрмантарать, ĕçлес кăмăла хуçать...»

(Çĕнĕ Чукалти Владимир Симурзин фермерпа калаçнинчен).

РАЙОН администрацийĕн агропромышленноç енĕпе ĕçлекен пайне килсе çÿрекенсем хĕл кунĕсенче те сахал мар. Коридорта кĕпĕрленсе тăракан арçынсемпе калаçнă чух çакна пĕлтĕм: вĕсене патшалăх çĕнĕрен фермер хуçалăхĕ йĕркелес текенсене 900 пин тенкĕ, йăла условийĕсене лайăхлатма тата 200 пин тенкĕ укçа пама шантарни интереслентерет иккен.

Кунта сăмах федерацин "Фермер ĕçне пуçăнакана" программи тата республикăн "2012 -2014 çулсенче фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшасси" тĕллевлĕ программи пирки пырать. Ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ Николай Вазанов каланă тăрăх, хальлĕхе грант илме 10 çын ытла кăмăл тунă. Кунта вăтăралла çитсе пыракан çамрăксем те, аллă çул патнелле кармашакансем те пур. Шел те, патшалăх паракан укçана илме пуртех пултараймаççĕ. Хальлĕхе чылайăшĕ документсене кирлĕ пек хатĕрлеймен, йĕркеллĕ бизнес-плансем те çук-ха.

Субсиди илме 19 çултан пуçласа 58 çула çитичченхи ял çынни, енчен те унăн фермер ĕçне пуçăнма хăйĕн 100 пин тенкĕрен кая мар укçа пулсан çеç пултарать. Çавăн пекех муниципаллă управлени органĕсен рекомендацийĕ, хатĕр бизнес-план кирлĕ. Ял специальноçĕ илнисене хисепе хураççĕ.

Енчен те гранта тивĕçрĕн пулсан, çĕнĕрен виçĕ ĕç вырăнĕнчен кая мар йĕркелемелле.

Ял хуçалăхĕ çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн, 1 гектар ытла çĕрпе усă куракан килти хушма хуçалăха фермер хуçалăхĕ е уйрăм çын предприятийĕ темелле. Халĕччен çакна шута илсех кайман, малашне вара хамăрăн пысăках мар районта та пин ытла фермер пуласса шанатпăр. Вĕсен патшалăхран çăмăллăхлă кредитсем илме те прависем пысăкрах пулаççĕ.

Субсиди уйăрнă чух комисси фермер хуçалăхĕ инçетре вырнаçнине те, ялта урăх ĕç вырăнĕ çуккине те шута илĕ.

Патшалăх паракан 900 пин тенкĕ укçапа фермер хăйĕн хуçалăхне тĕреклетме (çĕр туянма, сарай-хуралтă çĕклемешкĕн проект документацине туса хатĕрлеме, обьектсене регистрацилеме, вăрлăх тата удобрени, гербицид туянма тата ытти те) пултарать. 200 пин тенкĕпе вара, пурăнмалли çурт-йĕр тунисĕр пуçне, 8 çын таран вырнаçакан грузопассажир автотранспорчĕ е сĕтел-пукан туянма, çурта газпа шыв кĕртме май пур.

"Фермер ĕçне пуçăнакана" программăпа Чăваш Енре кăçал 27,64 миллион тенкĕ, çав шутра республика бюджетĕнчен 7,362 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Субсидие конкурсра çĕнтернисене çеç парĕç, кăçал ăна 40 çын илме пултарать. Паллах, пурне те 1 миллион тивĕçеймест, çавăнпа та хальлĕхе пĕчĕкрех суммăпа та çырлахма тивет. Грант илнисен фермер хуçалăхне 5 çултан кая мар ĕçлеттермелле, унсăрăн илнĕ укçана каялла тавăрса пама тивĕ. Апла ан пултăрах, фермер ĕçне чăн-чăн хресченсем пуçăнасса шанас килет.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика