Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир унпа мухтанатпăр

10 декабря 2011 г.

МАНĂН мăн кукаçейĕм – Çĕнĕ Чукалта пурăнакан Николай Михайлович Симурзин – нумаях пулмасть 81 çул тултарчĕ. Хăйĕн тантăшĕсем пекех, вăл тĕрлĕ йывăрлăхсене сахал мар чăтса ирттернĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне мăн кукаçей 4 класс пĕтернĕ вуннăри ача пулнă. Вăрçа пула малалла вĕренеймен вăл. Арçынсем фронта кайнине пула ачасем те ĕçе кÿлĕннĕ. Николай Симурзин хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле колхозри уй-хир бригадинче ĕçленĕ. Вĕсем лашасем, вăкăрсем кÿлсе тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă, Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă.

1948 çулта мăн кукаçей колхозра плугарьте тăрăшнă, ытти ĕçсем тунă. 1950 çулхи октябрьте салтака кайнă. Армени границинче вăл Кивĕ Чукал çамрăкĕпе пĕрле – Антон Петрович Малеевпа – службăра тăнă.

Çар служби – пурнăç шкулĕ, теççĕ. Николай Симурзинпа Антон Малеев пограничниксем службăра 4 çул таранах тăнă. Куç курми çил-тăман çавăрттарнă-и, витререн тăкнă пек çумăр шăпăртатнă-и – вĕсем хулпуççи çине автомат çакса граница сыхлама тухнă.

1954 çулта салтакран таврăнсан мăн кукаçей тăван ял колхозĕнчех ĕçленĕ, платник пулнă. Икĕ çултан Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç хĕрĕпе – Матрена Ивановна Багдановапа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Вĕсем 4 хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Мăн кукаçейпе мăн кукамай хăйсен ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса, аслисене хисеплеме вĕрентсе ÿстернĕ. Питĕ шел, мана мăн кукамая курма тÿр килмерĕ, вăл эпĕ çураличченех çĕре кĕнĕ. Унăн сăн ÿкерчĕкне эпĕ тăтăшах алла тытатăп. "Дима, шкулта тăрăшса вĕрен, аçу-аннÿне итле", – тенĕнех туйăнаççĕ унăн йăвашшăн пăхакан куçĕсем.

1978-1999 çулсенче мăн кукаçей "Волга" колхозра склад заведующийĕнче ĕçленĕ. Ĕçри хастарлăхшăн ăна "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă. Вăрçă çулĕсенче тылра тăрăшса ĕçленипе мăн кукаçее Аслă Çĕнтерÿ юбилейĕсем ячĕпе кăларнă 3 медальпе чысланă.

Хальхи вăхăтра мăн кукаçей ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Ватă пулсан та вăл килти хуçалăх ĕçĕсене тăвать. Телевизорпа уйрăмах хоккей, футбол вăййисене, бокс ăмăртăвне курма кăмăллать. Пĕрлех Раççейри, республикăри çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕсемпе те интересленет. Район хаçатне юратса вулать.

Мăн кукаçейĕн – 10 мăнук тата 6 кĕçĕн мăнук. Эпир пурте ăна юрататпăр, вăл пурришĕн савăнатпăр, унпа мухтанатпăр. Мăн кукаçей пирĕншĕн пур енĕпе те ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика