Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыткăнлать чуна илемлĕ сассипе

26 октября 2011 г.

Кивĕ Чукалти Ольга Карзанова пĕчĕкренех юрлама юратнă. Шкулта вĕреннĕ çулсенче вăл районти тĕрлĕ фестивальсенче чăваш тата эстрада юррисене шăрантарнă, Дипломсем çĕнсе илнĕ. Амăшĕн ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса – Зинаида Карзанова Кивĕ Чукалти клуб заведующийĕнче тăрăшать – ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Ольга Шупашкарти культура училищин хор дирижерĕсен уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Студентка пулнă çулсенче хĕр хăйĕн юрлас ăсталăхне малалла аталантарнă, концертсене хутшăннă. Пĕрлех çуллен тăван районта иртекен "Çамрăк сасăсем" фестивальсене те хутшăннă, тĕрлĕ номинацисенче призлă вырăнсем йышăннă. 2007 çулта училищĕре диплом илсен Ольга Карзанова Чукал шкулĕнче музыка учителĕнче тăрăшнă, "Çулталăкри учитель – 2010" конкурсра Грамотăна тивĕçнĕ. 2009 çулта иртнĕ "Çамрăк сасăсем" конкурсра Олеся Малеевапа пĕрле "Дуэт" номинацире пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Халĕ Ольга Бибукова (мăшăрланнă хыççăн çак хушамата илнĕ) районти Культура аталанăвĕн центрĕнче методистра тăрăшать. Пĕрлех çепĕç сасăллă солистка районти тĕрлĕ мероприятисенче хăйĕн илемлĕ сассипе куракансен чунне тыткăнлать, чĕре хĕлĕхне хускатса эстрада юррисем шăрантарать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика