23 июля 2011 г.
ÇĔНĔ ЧУКАЛТИ Степан Борисов – ку тăрăхри чи ватă арçын. Халĕ вăл 96-па пырать. Çамрăк чухне, ялти вун-вун çын пекех, хăрушă вăрçă çулĕсенче, алла хĕç-пăшал тытса Тăван çĕр-шыва паттăррăн хÿтĕленĕ вăл, хаяр çапăçура йывăр аманнă. – Аслă Отечественнăй вăрçă вучĕ алхасма пуçличчен шăпах пĕр çул маларах – 1940 çулхи июньте действительнăй çар ретне тăтăм эпĕ, – каласа парать Степан Максимович. – Вăрçă тапраниччен Совет Союзĕпе Финлянди чиккинче службăра тăтăм. 1941 çулхи июньте çапăçусем пуçлансан Ленинград еннелле чакса кайрăмăр, çак хула таврашĕнче оборонăра тăтăмăр. Татти-сыпписĕр пынă çапăçусем. Йĕри-таврашра «тăхлан çумăрĕ» çунă, бомба-снаряд кĕрĕслетсе çурăлнă. Йĕри-таврашра тĕтĕм-тусан йăсăрланнине пула кăнтăрла та каç пулас чухнехи евĕрлех туйăннă. Тăшман танксемпе, самолетсемпе усă курса пирĕн çарсене позицисенчен сирсе-сирпĕтсе ывăтма тăрăшнă, тăтăшах атакăна ыткăннă, анчах пирĕн çарсем оборонăра çирĕп тăнă, каялла пĕр утăм та чакман. Хăш-пĕр флангсенче пирĕн чаçсем контратакăна та çĕкленнĕ. Çакăн пек хаяр çапăçусенче пирĕн те, тăшманăн та çухатусем нумай пулнă. Вăрçă пуçланнă хыççăн 3 эрнерен пехота салтакĕ Степан Борисов кăкăртан аманнă Ленинградри госпитальтен сывалса тухсан Çĕнĕ Чукал çынни каллех строя тăнă, юлташĕсемпе пĕрле çак хулана тăшманран паттăррăн хÿтĕленĕ. Пĕр хушă разведчиксен подразделенийĕнче те пулнă. 1943 çулхи март уйăхĕнче, нимĕç фашисчĕсен артиллерийĕ пирĕн позицисене персе тăнă вăхăтра, Степан Борисов хĕрлĕармеец ураран йывăр аманнă. Санитари эшелонĕ ăна Улан-Удэри госпитале илсе çитернĕ. Гангрена пуçланнине пула сулахай урине татма тивнĕ. Арçын вăтăр саккăртах инвалид пулса юлнă. 1943 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче салтак тăван яла çаврăнса çитнĕ. Унăн кăкăрĕ çинче «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медаль йăлтăртатнă. Савнă мăшăрĕ, Анна, улттăри хĕр ачи, Еля, ăна ăшшăн ыталаса илнĕ.
Инвалид пулсан та, Степан Максимович вăй çитнĕ таран килти хуçалăхра ĕçленĕ, колхоз ĕçĕсене хутшăнса ут хатĕрĕсене юсанă, хуралçăра тăрăшнă. Сывлăх енĕпе çирĕп пулмасан та, салтак нихăçан та нăйкăшса, алă усса ларман, пурнăç йывăрлăхĕсене савнă мăшăрĕпе пĕрле чăтăмлăн çĕнтерсе пынă.
Икĕ хĕр ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă Борисовсем. Вĕсен мăнукĕсем те, мăнукĕсен ачисем те пур. Шел, Степан Максимовичăн мăшăрĕ 1993 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă. Ăна халь кĕçĕн хĕрĕ, Вера, пăхса пурăнать.
– Эпир курнă хаяр вăрçă нушине урăх никамăн та курмалла ан пултăрччĕ, – терĕ хăйĕн калавне вĕçленĕ май вăрçăпа ĕç ветеранĕ. – Пирĕн тÿпе яланах янкăр та кăвак пултăр. Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"