27 июля 2011 г.
ВЫРМА ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленсе çитрĕмĕр темелле. Кăçал та çынна шанас теместпĕр. Комбайн юсавлă.
Кĕрхи тулă пирĕн 40 гектар. Пучахсем тулли те сулмаклă пулнăран, тухăç та начар мар пуласса кĕтетпĕр. Çурхи тулă та пур – 30 гектар йышăнать, урпа – 25 гектар, сĕлĕ – 15. Вĕсем те хÿхĕм çитĕнчĕç.
Çĕр улмине 15 гектар çинчен пухса кĕртмелле пулать.
Тухăç ытларах панине кура, кăçал кĕр тыррисене 80 гектар акса хăварасшăн. Лаптăксем пушанса пынă май çĕре çийĕнчех сухалама тытăнатпăр.