27 июля 2011 г.
ÇĔНĔ ЧУКАЛ çумĕнчи Кашкăр çырминче сивĕ çăл таппи хыттăн тапса тăрать. Çакна шута илсе пĕлтĕр ял фермерĕ И.Матросов тарăн çырмана пÿлсе кÿлĕ тума шутланă, ку ыйтупа Чукал ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Чугунов патне пынă. Геннадий Петрович çак шухăша ырланă, май килнĕ таран пулăшма шантарнă.
Çу кунĕсенче Иван Аркадьевич техника тупса çырмана пĕвелесе хунă. Тăпрана çирĕплетме стройка юлашкийĕсемпе – тимĕр-бетон плитасен катăкĕсемпе усă курнă. Ытлашши шыва юхтарса кăларма вăрăм пăрăх та хурса хăварнă.
Халĕ тăрна куçĕ пек тăрă та сивĕ шывра хур-кăвакал ишсе савăнать. Пĕве тарăнăшĕ 5-6 метра та çитет. Çыран хĕррине çатан карта тытса, И.Матросов сад пахчи чĕртнĕ. Унта улмуççи, сливăпа ирга илемлĕн сарăлса ÿсеççĕ. Пĕвепе сад пахчи юмах тĕнчи пек курăнаççĕ, чун-чĕрере ачаш та çепĕç туйăмсем вăратаççĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"