27 июля 2011 г.
ÇАК сăмах пирки халăхра тĕрлĕрен калаççĕ, тĕпчевçĕсен вара – хăйсен шухăшĕ.
Тавра пĕлÿçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, Çĕнĕ Чукал ялĕ тăват çĕр çул каялла пуçланса кайнă имĕш. Анчах çакна тĕп-тĕрĕс теме, тен, иккĕленÿллĕ; Ман шухăшпа, ку – гипотеза. Ял пуçланнă вырăнта малтанласа чăтлăх вăрман пулнă-мĕн. Çынсем, вăрман касса, çурт-йĕр çавăрма, тыр-пул акса ÿстерме çĕр лаптăкĕсем тунă, вĕсене ÿстерсе пынă, выльăх-чĕрлĕх усрама тытăннă. Çул хыççăн çул иртнĕ май ял пысăклансах пынă, халăх йышĕ ÿснĕ.
Калас пулать: çĕр пулăхлăхĕ питĕ япăх пулнă, мĕн акса-лартса хăварни начар çитĕннĕ. Çынсене ытларах вăрман тăрантарнă темелле.
Çĕр çинче нимĕнех те тухăç паманнине курах-тăр яла Пулмантăш тенĕ. Пулман тĕш тенине пĕлтерет ĕнтĕ çак ăнлав. Çĕнĕ Чукал ялĕ витĕр юхса иртекен çырма паян кунчченех çак ятпа сыхланса юлнă, çынсем ăна халĕ те Пулмантăш çырми теççĕ.
"Чукал" сăмах пирки те тĕрлĕрен ăнлантараççĕ. Чăнах та, мĕне пĕлтерет-ха çакă; Ку та – тавлашуллă ыйту. Акă пĕр верси.
Чукал чÿкпе çыхăннă теççĕ хăшĕсем. Тен, тĕрĕс те пулĕ. Ĕлĕкех çынсем ял çывăхĕнче выльăх-чĕрлĕх пусса чÿк тунă, Киремете парне кÿнĕ. Çак вырăн халĕ те пур. Питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă вăл. Темиçе çул каялла Шупашкартан килнĕ специалистсем ăна çĕнетме пуçланăччĕ, чÿк юписене те лартса хăварнăччĕ. Шел, пуçланă ĕç вĕçне çитеймерĕ пулас.
Вырăссем пурăнма пуçласан яла Чукалы теме тытăннă. Чÿк сăмах вара ялăн вырăсла ялĕнче те сыхланса юлнă.
Яла пуçласа яракансем ăçтан, хăш тăрăхран куçса килнине тĕрĕс палăртма май çук пулĕ. Çакăн пирки тĕпчевçĕсем тĕрлĕрен калаççĕ, тавлашма та пăхаççĕ. Тепĕр тесен, тавлашура тĕрĕслĕх çуралать. Апла пулсан, пыра-киле, чăнласах та "кăвак хуппи" уçăлĕ; Çакна шанас килет. Тен, "Чукал" сăмаха урăх пĕлтерĕшпе уçса паракансем те пулĕç.
Çĕнĕ Чукал малтанласа Пулмантăш пулнă, терĕмĕр. Унсăр пуçне районта тата икĕ Чукал пур: Вырăс Чукал тата Кивĕ Чукал.
Тепĕр самант та пур. Кивĕ тата Çĕнĕ Чукалсем... Вĕсенчен хăшĕ маларах пуçланса кайнă-ши; Кивĕ тенĕрен, вăл та теме пулать. Кун пек пулсан, Çĕнни каярах пуçланнă пек те пулса тухать. Çав вăхăтрах, ман шутпа, çакна шута илмелле: Çĕнĕ Чукал малтанласа Пулмантăш пулнă вĕт.
Сăмах май, Чукал ятлă ялсем (хăшĕсем каллех хушма ятлă) республика тулашĕнче татах пур: Тутар тата Мордва республикисенче, Ульяновск облаçĕнче. Вĕсем хăçан, ăçтан, мĕнле майпа пуçланса кайни те кăсăклă. Тен, вĕсем пурте пĕр тымартан; Пулма та пултарать вĕт.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"