12 марта 2010 г.
ĔМĔР сакки сарлака теççĕ. Ку чăннипех те çапла. Пурăнан пурнăçра темĕн те курма, тỹсме тивет. Хыçа юлнă çулсем çине çаврăнса пăхсан, аса илсен... Кăçал 100 çул тултаракан А.Степанованах илер-ха. Çак çула çитсе те çивĕч ăс-тăнлăскер, иртнине питĕ лайăх ас тăвать: кохозсем йĕркеленĕ тапхăра та, Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсене те. Унăн ачалăхĕ хăйпе пĕр ỹсĕмрисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман темелле: вăхăчĕпе вылянă-кулнă, кунтан ытларах килте ĕçлеме тивнĕ. Пĕр ĕçрен те ютшăнман, хăраса тăман хĕр пĕрчи _ çăкăр хакне пĕчĕкрен лайăх туйса ỹснĕ. Ашшĕ вăрман хуçалăхĕн объездчикĕ пулнăран, малтанласа вĕсен çемйи картунта пурăннă. Çак тапхăрта Александра Сергеевна "Прогресс" артельте ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансан мăшăрĕ фронта тухса кайнă та, Шура аппа (ялта ăна çапла чĕнеççĕ) ăна каялла кĕтсе илеймен _ вăл 1941 çултах хыпарсăр çухалнă. Ашшĕ вилнĕ хыççăн çемье яла куçса килнĕ, Шура колхоз ферминче пăрусем пăхма тытăннă. Виçĕ ывăлне пĕчченех пăхса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вăл. Ял çумĕнче хăма çуракан, тикĕт юхтаракан цехсем пулнă. Вĕсенче те ĕçлеме тивнĕ унăн. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçрен уйрăлман, алă усса ларман вăл. Хальхи вăхăтра Александра Сергеевна ывăлĕн аслă ачин çемйинче пурăнать, ăна Люда кинĕ пăхса тăрать. Нимĕншĕн те ỹпкелемелли çук ватă çыннăн. Нумайччен калаçса лартăмăр Шура аппапа. Темĕн çинчен те аса илсе каласа кăтартрĕ, нумай-нумай Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе паллаштарчĕ, медалĕсене те арчаран кăларчĕ. _ Вăрăм ĕмĕрлĕ пулас тесен мĕн тумалла-ха? _ ыйтрăм юлашкинчен Александра Сергеевнăран. Унăн хуравĕ кĕске пулчĕ: _ Эрех-сăрапа иртĕхмелле мар, пирус таврашне те çăвара ан хыпăр. Чи кирли _ пурнăçа, çынсене юратма пĕлни. Тĕрĕс те ăслă сăмахсем.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"