15 августа 2009 г.
Çултан çулах тырă пулманран, çĕр чухăннине кура Çĕнĕ Чукала ĕлĕк Пулмантăш ялĕ тенĕ. Çак ялта хастар чăваш Валерий Симурзин "Пулмантăш" фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. _ Çĕре юратсан, çĕнĕ сортсемпе ĕçлесен пирĕн хирсенче те начар мар тухăç илме пулать, - терĕ хаçат корреспондентне фермер. 30 гектар çинчи кĕрхи тулă, сăмахран, кăçал гектар пуçне вăтамран çирĕм тăватшар центнер тухăç панă. В.Симурзин Ульяновск облаçĕнчен "московская-39" сорт туяннă, малашне çак культурăн лаптăкне чылай ỹстерме шутлать. Çурхи тырăсем 40 гектар йышăнаççĕ. Тулăпа сĕлĕ пиçсех çитейменнччĕ-ха, паян-ыран çак хирсене те комбайн çитĕ. Пучахсем тулли пулни тухăç аван пуласса шантарать. В.Симурзин 10 гектар çĕр улми çитĕнтерет. Тетĕшĕ _ Сергей _ "иккĕмĕш çăкăра" 30 гектар çинче туса илнĕ. Ир ĕлкĕрекен сортлине пуçтарса кĕртнĕ ĕнтĕ, Ульяновск пасарĕнче хĕрсех Чукал çĕр улмине сутаççĕ. _ Килес çул эпĕ те çак сортпа ĕçлеме шутлатăп, - терĕ Валерий Николаевич. _ Çĕр улми _ тупăшлă культура, ял çыннисем валли те тỹлевлĕ ĕç пулать. Ĕçлекен çын нимĕнле кризисра та аптăрамасть, çĕре юратсан ял аталансах пырĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"