Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хитрен ешерччĕр чечексем

16 марта 2013 г.

РАÇÇЕЙ Федерацийĕн Президенчĕ В. Путин 2013 çула Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк тесе палăртрĕ.

Çавна май Палтиел ял тăрăхĕн библиотекинче мероприятисен планне туса хатĕрленĕ. Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăка халалланă экологи калаçăвĕсемпе сехечĕсем, çĕнĕ кĕнекесен тишкерĕвĕсем, вулакансен конференцийĕсем, электронлă презентацийĕсем, кĕнекесен куравĕсем, ытти мероприятисем çулталăк тăршшĕпех пырĕç.

Библиотекăра "Тăван тавралăх – илемлĕхĕн иксĕлми çăл куçĕ" ятпа кĕнекесен, иллюстрацисен, хаçат-журналти статьясен яланхи куравне йĕркеленĕ. Курав 4 пайран тăрать. "Тавралăха хÿтĕлессине – патшалăх тимлĕхĕ" пайра çут çанталăк пуянлăхне упрассипе çыхăннă граждансен прависемпе тивĕçĕсене палăртнă право изданийĕсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. "Экологи, тăван тавралăх тата çын" пайра – сывлăша, юхан шыва тасалăхра тытассине, сывлăха упрассине çутатакан кĕнекесем. "Çуралнă кĕтесри сукмаксемпе" пайра А.Дмитриевăн "Экология Чувашской Республики", И.Дубановăн "Озера, реки и родники Чувашии" кĕнекесене, "Животный мир Чувашии" иллюстрациллĕ издание курма пулать. Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекинче ерипен çухалса пыракан ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсем, вĕсене упраса пурăнмалли мерăсем çинчен çырса кăтартнă. "Çут çанталăк тĕнчи – илемлĕ литературăра" пайри Л.Леоновăн "Русский лес", Б.Васильевăн "Не стреляйте в белых лебедей", В.Распутинăн "Прощание с Матерой" тата ытти кĕнекесем те вулакансемшĕн интереслĕ пулĕç.

Шăмăршă районĕ – питĕ илемлĕ тăрăх. Вăрмансем пĕр тикĕс кашлаччăр, таса юхан шывсем пулă пек авкаланса юхчăр, йĕри-таврашра чечексем хитрен ешерччĕр, кăмăла çĕклесе тĕрлĕ кайăксем юрлаччăр, тесе тимлесси – пирĕн, район çыннисен кашнийĕн, таса тивĕçĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика