Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çынсем вĕсем

22 сентября 2012 г.

ЯЛСЕНЧЕ çынсем ĕнесем усрама пăрахса пыраççĕ пулсан, Палтиелĕнчи Рахматулловсем пирки апла калаймăн. Минеравриппа Люция хуçалăхра 7 ĕне тытаççĕ. Паллах, çăмăл мар йышлă выльăх-чĕрлĕх тытма. Анчах вĕсемшĕн ку чун йăпатмăшĕ пекех, вăй питти ял çыннин ĕнесĕр пурăнни килĕшÿллех те мар ĕнтĕ. Ку çеç те мар, Рахматулловсем хăйсен хушма хуçалăхĕнче тата икĕ лаша, 20 ытла сурăх тытаççĕ. Вĕсем çулла та, хĕлле те алă усса лармаççĕ, ĕçчен çынсем валли кил-çурт таврашĕнче ĕç тупăнсах тăрать.

Кил хуçи – ялти хуçалăхра ферма ертÿçинче вăй хурать, Люция вара ача сачĕн ертÿçинче тăрăшать. Апла пулсан та вĕсем нумай выльăх-чĕрлĕх усрама майсем тупаççĕ. Паллах, шкула çÿрекен икĕ ачи те ашшĕ-амăшне пулăшать, вĕсем пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿсеççĕ, укçа-тенкĕ хакне лайăх ăнланаççĕ.

Çак ялтах пурăнакан Хайбулловсем те ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Эльфирпа Асия хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытмасан çемье бюджетне пуянлатма çăмăл маррине лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпах вĕсем те выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ирсерен кĕтĕве вĕсем 6 ĕне хăвалаççĕ. Миçере тăрса сăвать-ши вĕсене кил хуçин хĕрарăмĕ; Паллах, ыйхă тăраниччен çывăрса выртмастех. Пăрусем те пур, вĕсене те пăхмалла: апатне памалла, шăвармалла, айĕсене тасатмалла. Кунĕпех ĕç тупăнать ĕçчен алăсем валли.

Нумай выльăх-чĕрлĕх тытакан çемьесем татах та пур Палтиел ял тăрăхĕнче. Вĕсем пурте хушма хуçалăха аталантарассишĕн, çемье валли укçа-тенкĕ ĕçлесе илессишĕн тăрăшаççĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика