Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патирексем – ĕçчен çынсем

20 июня 2012 г.

ĔÇЕ чунтан парăннă çынсем пурăнаççĕ Патирек ялĕнче. Ахаль алă усса ларакансене кураймăн кунта – пурте ĕçлĕ. Халĕ уйрăмах. Утă çи пуçланчĕ вĕт. Курăксене вăхăтра çулса пуçтарас пулать. Хĕл хырăмĕ аслă: выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма утă-улăмĕ те самаях кирлĕ. Паянхи кун кашни килтех курăк çулаççĕ. Ку тĕлĕшпе фермерсен те хĕрÿ тапхăр. Вĕсем те курăксене пĕрремĕш хут çулассине вĕçлесе пыраççĕ. Ытлашши утта сутма май пур. Туянас текенсем питех хаклашса тăмаççĕ, пĕр тоннине 3,5-4 пин тенкĕ парса илме хатĕр. Ял çыннисене утă çулма ялта тракторсем тытакансем те пулăшаççĕ. Кăçал, акă, Сергей Захаров Т-25 трактор туянчĕ. Косилки те хăйĕн. Вăл пурне те пулăшма хатĕр. Фермерсем пирки те çакнах каламалла. Фермерсем тенĕрен, вĕсем техника хатĕрĕсене çĕнетсех пыма тăрăшаççĕ. Кăçал кăна Игорь Федотов рулонлă пресс-подборщик, Ресим Алексеев МТЗ трактор туянчĕç, Радик Хамдеев çĕнĕ косилкăллă пулчĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика