Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алена – Сертификата тивĕçнĕ

13 апреля 2012 г.

Пенси фончĕн районти пайĕнче тĕрлĕ канашлу, семинар, "çавра сĕтел" час-часах иртет. Юлашки вăхăтра видео-çыхăнупа усă курса канашлу йĕркелесси те анлă сарăлчĕ. Халĕ уççăнах хăвна канăçсăрлантаракан ыйтупа, лару вăхăтĕнче, тÿрĕ эфира тухма май пур. Ыттисен шухăшне те çийĕнчех пĕлме пулать.

Пенси çинчен паянах шутламаллине халĕ аса илтерсех тăраççĕ. Çакăн çинчен çамрăксен те шухăшламалла. Çавăнпах ĕнтĕ шкулсенче аслă классенче вĕренекенсене тата студентсене çакăн пирки тĕплĕн ăнлантарса параççĕ, вĕсемпе тĕл пулусем, канашлусем ирттереççĕ. Вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлес тĕллевпе Пенси фончĕ сочиненисен конкурсне йĕркеленĕ. Пирĕн районта вĕренекенсем те унта хастар хутшăннă. Суйласа илнĕ темăсене хĕрсемпе каччăсем туллин çутатма тăрăшнă. Çак конкурсра Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 11 класра ăс пухакан Алена Стратилатован ĕçне пысăка хурса хакланă. Ăна Пенси фончĕ Сертификат тата парне парса чысланă. Унăн вĕрентекенĕ, пулăшуçи Г.А. Габитова та Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпа аслă классенче вĕренекенсене "Пулас пенсие мĕнле ÿстермелле" фильм кăтартнă, пенси фончĕ кăларнă учебниксемпе усă курса занятисем ирттернĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика