Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста çынран ĕç хăрать

12 марта 2010 г.

 

 

 

ПАСАР саманин тăвăлĕ кашнинех хăй вырăнне лартать. Тĕрĕслев али витĕр кăларса вăй-халпа чăтăмлăха, ăс-хакăлпа ĕçченлĕхе виçет, ăнăçу çулне тупма хистет. Кахалли, Турă панă ăсталăх тапса тăрсан та ĕçсĕрлĕх серепине кĕрсе ỹкет. Чунпа çирĕппи, ылтăн алăлли, пурнăç тытмалăх ăнăçу çăл куçне тупать, саманан çĕр тĕрлĕ кукăрĕнчен çăлăнма мехел çитеретех. "Пурăнас килсен ĕçлеме ан ỹркен", _ тени чан пекех янăрать паян. Йывăрлăх умĕнче пуç усман, ĕçе чунтан парăннă ăстапа _ Палтиелĕнчи И.А.Яковлевапа паллаштарасшăн эпĕ вулакансене. Хăй вăл Красноармейски районĕнчи Вăрманкасра Антоновсен туслă çемйинче çуралнă. Чукун çул çинче бригадирта тăрăшакан амăшĕнчен Таисия Гавриловнăран Ирина _ йĕркелĕхе, платникре вăй хуракан ашшĕнчен Анатолий Александровичран çирĕплĕхе хăнăхнă. Аслисем пилĕк ачине те пĕр пекех юратса пăхнă, ыйтма та пĕр пекех çирĕп ыйтнă вĕсенчен. Кулленхи ĕçсен графикне пăхăнса пурăннă Антоновсен ачисем. Кунсеренех кашни ачан мĕн тумаллине палăртса, ĕçсен списокне йĕркеленĕ ашшĕпе амăшĕ. Асли те, кĕçĕнни те харпăр хăй тивĕçне пурнăçланă, ушкăнпа каннă. Çапла майпа уроксене хатĕрлеме те, килти ĕç-пуçа тума та меллĕ пулнă. Паллах, çемьери туслăха упрама та, пĕр-пĕриншĕн яваплă пулма та питĕ юрăхлă мел пулнă ку воспитани ĕçĕнче. Çапла, çемьери тăваттăмĕш ача пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ỹснĕ. Кỹршĕллĕ Еншик Чуллăри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти кулинари училищинче повар специальноçне алла илнĕ Ирина. Çĕрпỹ районĕнчи Вутлан каччипе пĕрлешсе пĕр ачаллă пулсан, хунямăшĕ Клавдия Ивановна Матвеева ăна кăçатă йăвалас вăрттăнлăха вĕрентет. "Кăçатă тумасăр укçа пулмасть, укçа-тенкĕсĕр пурнăçа тытма хĕн", _ хистесех вĕрентетчĕ мана хуняма, _ ăшшăн аса илет Ирина Анатольевна. Çапла, 1989 çулта (çирĕмре!) кăçатă йăвалама вĕренсе çитнĕ вăл. Мăшăрĕпе пỹрт лартса, тĕп килтен уйрăлса тухнă хыççăн та çак йывăр ĕçпе çемьене тăрантарнă Ирина Анатольевна, Кунĕн-çĕрĕн шăршлă çăмпа аппаланнă хыççăн, уйрăмах кăçатта йăваланă чухне, ỹт-пỹре юлашки вăй-хал, тар пĕрчи юлми ывăннăн туйнă хăйне çамрăк хĕр арăм. Чăтнă, шăлне çыртнă. Канаш урлă Мускава сутма çỹренĕ хатĕр тавара. Сутса тунă укçа çемье бюджетне хывăнни вара çĕнĕ вăйпа, çĕнĕ хавхаланупа тата пикенерех ĕçлеме çунат хушнă. Шел, 2004 çулта Ирина Анатольевнăн мăшăрĕ киле газ пăрăхĕсем вырнаçтарнă чухне сарăмсăр вилсе кайнă. Виçесĕр хуйхăпа хуçăлнă тăлăх арăм, виçĕ ачине ертсе Çĕрпỹ хулине çул тытать, унта пỹлĕм илсе пурăнма пуçлать. Самана йывăрлăхне парăнмасăр, чун тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратассишĕн хулара та кăçатă йăвалама май тупать. Сменăпа пекарьнăра ĕçлекенскер, пушă вăхăтра, хăнăхнă ĕçĕпе йăпанать. Урана тăхăнмалли хатĕре Канашра сутать. Шăп çак хула пасарĕнче суту-илỹ тунă чухне Палтиел çыннипе Станислав Яковлевпа паллашать. Сăмах май, Станислав Николаевичăн мăшăрĕ те пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă; çамрăк арçыннăн та _ виçĕ ача. Пĕр пек шăпаллăскерсем часах пĕр чĕлхе тупаççĕ _ Палтиелне куçса килет Ирина Анатольевна. Унăн икĕ ачи пурнăç çулĕ çине тухнă ĕнтĕ. Кĕçĕн ывăлне хăйпе пĕрле илсе килет хĕрарăм. Çĕнĕ мăшăрĕн ачисене те тăван тĕпренчĕк вырăнне хурса, чун ăшшине парать Ирина Анатольевна, вĕсене тирпее, ĕçе хăнăхтарать. Палăртма кăмăллă, икĕ çемьерен пĕр йăвана пуçтарăннă ача-пăча пĕр-пĕринпе сапăр,туслă. Çакăнта аслисен тỹпи çук мар! Халĕ ĕнтĕ ал çеммине çаврăннă кăçатă ĕçĕ вĕсене те, çывăх çыннисене те савăнăç кỹрет. Яковлевсем куллен 6-7 мăшăр кăçатă çапаççĕ, тăванĕсене, тус-юлташĕсене парнелеççĕ. Шел, калăп çукки чăрмав кỹрет. 16-17-мĕшлĕ калăпсем çеç пулнăран кĕçĕн çулхи пепкесем валли кăна ăсталама тивет. Пытарма çук, хăш-пĕр "ăстасем" çав тери çаврăнăçуллă, кăçатă шучĕшĕн ăшталанса, ăна йăваланă чухне çăмне сахалрах хурса, кислотапа "пахалатса" калăпа тăхăнтараççĕ. Ара, туянакана çемçе япала кирлĕ-çке, "чаплăскерĕ" кĕске вăхăтрах тусса каясса шута та илмест. Иринăпа Станислав Яковлевсем ку ултав çулĕпе кайманни куç кĕретех. Арçын кăçатти валли _ 1200, хĕр арăм валли _ 800, пĕчĕк ачасем валли 400 грамшар çăм кирлĕ. Ăна тĕплĕ виçсе уйăраççĕ вĕсем. Типĕлле пĕр тикĕс сараççĕ, виçеллĕ кĕççелентереççĕ, кăçатă ĕлкилĕх каснă картон çине хурса кирлĕ форма тăваççĕ. Вĕри шыв ăшне чиксе йĕпетнĕскере йывăç катокпа тикĕсленĕ чухне те технологие çирĕп пăхăнаççĕ. Ĕçе таса чунпа пурнăçласан çеç калăп лартнă çăм ушкăнĕнчен шыв пĕр тикĕс сăрхăнать, кăмакара типсе кăçатта çаврăнать. Кислота таврашне ал айĕнче тытман çемьере, _ унсăрах çемçе, çав хушăрах тăн-тăн кăçатă çапма пулать. 18 çул хушшинче И.А.Яковлева вуншар çынна çак çăмăл мар ăсталăха алла илме вĕрентнĕ. Кăçатă йăваласа акă йăмăкĕпе кĕрỹшĕ хваттерлĕ, çăмăл машиналлă пулчĕç. Çывăх тăванĕсем, тусĕсем, ĕç вырăнĕсĕр юлнă пулин те, çак ĕçпех пурнăçа йĕркелерĕç нумайăшĕ. Халĕ мăшăрĕ те хăйĕнчен кая мар йăвалать. Çапла, "ỹркенмен _ ăста пулнă" тени Ирина Анатольевнăшăн чăна тухрĕ. Пирĕн вара ылтăн алăллă çыннăмăртан тĕслĕх илмелле çеç.

 

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика