Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрлăх сехечĕ

04 марта 2010 г.

 

 

 

ШКУЛСЕНЧЕ Аслă Çĕнтерỹ 65 çул тултарнине халалланă мероприятисем иртеççĕ. Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта та класс сехечĕсем, конкурссем, вăйăсем ирттересcине çỹллĕ шайра йĕркеленĕ. 10 "а" класра акă "Смоленск тăрăхĕнче, ентеш йĕрĕпе..." ятпа класс сехечĕ ирттертĕмĕр. Ăна Андрей Васильевич Федоров салтака халалларăмăр. А.В.Федоров _ Палтиел çынни. Вăл 1941 çулта Смоленск тăрăхĕнчи хĕрỹ çапăçусенче паттăррăн çапăçса пуçне хунă. 2008 çулхи кĕркунне унăн юлашкийĕсене Чулхулари çамрăк шыравçăсем тупнă. Вĕсене Ушаково ялĕ çывăхĕнче тăванла масара тирпейлесе пытарас ĕçе ентешĕмĕрĕн мăнукĕ Николай Геннадьевич та хутшăннă (хаçатра кун пирки çырнине вулакансем астăваççĕ-тĕр). Класс сехетĕнче Андрей Васильевичăн мăнукĕн ачи _ Вениамин (10 класрах вĕренет) тухса калаçрĕ. Мăн кукашшĕн мирлĕ вăхăтри биографийĕпе паллаштарчĕ, мăн кукамăшĕн Елизавета Никоноровнăн тылри хастарлăхĕ çинчен сăмах хускатрĕ. Итлекенсене Федоровсен ĕçченлĕхĕпе çирĕп юратăвĕ тĕлĕнтерчĕ: Веньăн мăн кукашшĕне мăн кукамăшĕ хăйĕн юлашки кунĕчченех кĕтнĕ иккен. Вăрçă паттăрĕн мăнукĕ Н.Г.Долгов вара çитĕнекен ăрăва кукашшĕн вăрçă çулĕсемпе паллаштарчĕ. Андрей Васильевичăн тата 341 салтакăн юлашкийĕсене мĕнле тупни, чыслă лару-тăрура Смоленск облаçĕнчи Ушаково çывăхĕнчи тăванла масара тирпейлесе пытарни çинчен каласа кăтартрĕ. Çакăн çинчен ỹкернĕ видеосюжета та вĕренекенсем куççульсĕр пăхаймарĕç. Мирлĕ тỹпешĕн, çĕршывăмăр ирĕклĕхĕшĕн пуçне хунă А.В.Долгов рядовоя чысласа, вуннăмĕшсем самантлăх шăп тăчĕç. Кашниех Раççей халăхĕшĕн ырми-канми тăрăшма, çĕршывăмăрăн шанчăклă хỹтĕлевçи пулма сăмах пачĕç.

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика