Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "ÇУ КУНĔ _ УКÇА ĔÇЛЕСЕ ТУМАЛЛИ ВĂХĂТ", _ теççĕ Кивĕ Чукалта пурăнакансем

12 июля 2008 г.

КАШНИ кунах 40-50 çын çырлана çỹрет Кивĕ Чукалта. Вăрманта кăçал уйрăмах хурăн çырли ăнса пулнă. Пилĕк литр кĕрекен пĕр витре çырлана 400 тенкĕпе сутаççĕ. Çырлине Ульяновск облаçĕнчен тата Тутарстанран килсе, киле пырсах туянаççĕ иккен. Çемйипех çырлана çỹрекенсем кунне пин çурă _ икĕ пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ. Хура çырлан витри 450 тенкĕ тăрать. Пуçтар кăна, ỹркенменнисем аванах укçа тăваççĕ. И.Чурбанова, Т.Малеева, Н.Малеева тата ыттисем темиçешер витре çырла татаççĕ. Ял çынни выльăх-чĕрлĕх йышлă усрать. Виçĕ кĕтỹ тухать кашни ир, икçĕр ытла сăвакан ĕне шутланать. Хăйсенчен ытлашши сĕте Г.Кудряшов предпринимателе сутаççĕ. Хакĕ пысăк мар та ĕнтĕ, çавах куллен кĕрекен укçа вĕт. Выльăх валли кирлĕ чухлĕ утă хатĕрлемелле. "Агродор" хуçалăх хăйне арендăна панă пай çĕрĕсемшĕн çирĕмшер сотăй нумай çул ỹсекен курăк уйăрнă. Икшер пай çĕр панисем пĕр трактор урапинчен кая мар утă хатĕрлеççĕ.Вăрманта та, улăхра та утă çулса пуçтараççĕ. Трактор тенĕрен, ялта çак техника вăтăр ытла. Груз турттаракан автомашина та çавăн чухлех. Ял çынни пĕр-пĕрне пулăшать, йышпа-эртелпе вăй хурсан ĕç ỹсĕнет. _ Пирĕн ялта хĕрỹ тапхăрта ĕçсĕр сулланса çỹрекен çын çук, _ терĕ ял поселенийĕн специалисчĕ Н.Кувайская. _ Çу кунĕнче укçа ытларах ĕçлесе тума тăрăшаççĕ. Хăшĕ _ çырла татать, хăшĕ _ милĕк хатĕрлет, хăшĕ _ мунча пури пурать. Туянакансем пур чух ялти "бизнес" аталансах пырать. Н.Кувайская ялта çăмăл автомашинăсен хисепĕ утмăл урлă та каçни çинчен савăнсах пĕлтерчĕ. Астăватăп-ха, çирĕм çул каялла Кивĕ Чукалта пĕртен-пĕр "Запорожец" кăначчĕ. Халĕ вара "иномарка" туянакансем те пур. Ял урамĕпе утса пынă чух унта та кунта спутник антенни вырнаçтарнине асăрхарăм. Çакă та _ тулăх пурнăç палли. Ял çынни культура патне туртăнать, компьютер туянакансем те йышлă.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика