Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манмаççĕ ветерансем тăван шкула

18 июня 2008 г.

ТАХÇАНТАНПА тĕл пулман пек калаçса уйрăлаймаççĕ Николай Иванович Денисов вăрçă ветеранĕпе Антон Петрович Малеев тыл ветеранĕ. Аса илмелли, сỹтсе явмалли вĕсен яланах нумай. Çĕнтерỹ кунĕ 63 çул тултарнине уявлама Николай Иванович тăван яла, хăйĕн килне Шупашкартан килнĕ. Ывăлĕ _Виктор _ патĕнче хĕл каçнă. Пĕччен пурăнма йывăр çав ватă çынна. Ялти арçынсенчен чи ватти вăл: сентябрь уйăхĕнче тăхăр вунна каять. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех хаяр тытăçусене хутшăннă вăл. Тыткăна лексе фашист хурлăхне тỹснĕ. Тыткăнран хăтăлса тухсан тепĕр хут вăрçă вутне кĕнĕ, йывăр аманнă. Кăкăр тулли орденсемпе медальсем çакса вăрçăран таврăнсан, пĕр вăхăт Çĕнĕ Чукалти çамрăксене каçхи шкулта вĕрентнĕ. Унтан тивĕçлĕ канăва тухичченех хамăр ялти шкулта пуçламăш класри ачасене пĕлỹ панă. Антон Петрович вăрçă çулĕсенче шкулта вĕренме пăрахсах колхозри йывăр ĕçе кỹлĕннĕ. Лашапа суха тунă, утă-улăм, вутă турттарнă. Вăрçă хыççăн вун улттăри çамрăк, çичĕ класс пĕтерсе, Патăрьелĕнчи педучилищĕне вĕренме кĕнĕ. 1950 çулта, учитель дипломне илсен, пĕр уйăх хамăр ялти шкулта чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Унтан _ салтак служби. Виçĕ çултан салтак-пограничник старшина пакунĕпе киле таврăннă. Ялти шкулта ĕç вырăнĕ пулманнипе, тăватă çул хушши Чаткас, Пашьел, Çĕнĕ Чукал шкулĕсенче ачасене вĕрентнĕ. Ун хыççăн хăй вĕреннĕ Кивĕ Чукал шкулĕнче пенсие тухичченех вăй хунă. Пĕр вăхăт Николай Ивановичпа Антон Петрович пĕр çулхи ачасене паралеллĕ "а" тата "б" классенче вĕрентнĕ. Çав çулсенче опытлă Николай Иванович хăйпе юнашар ĕçлекен çамрăк учителе нумай пулăшнă. Паянхи тĕлпулура та Антон Петрович хăйĕн наставникне ăшшăн тав турĕ. Малалла А.П.Малеев çирĕм çула яхăн шкул мастерскойĕнче ĕçленĕ. Вăтам шкул уçăлсан аслă классенче çар ĕçне вĕрентнĕ. Запасри капитан "Зарница", "Орленок" çарпа спорт вăййисене йĕркелесе ертсе пынă. "Çут ĕç отличникĕ" паллăна тивĕçнĕ. Тăван шкула манмаççĕ кĕмĕл çỹçлĕ ветерансем. Çĕнтерỹ кунне уявланă хушăра та унта çитсе курчĕç. Шкул пурнăçĕпе, вĕрентỹ шайĕпе интересленчĕç, учительсемпе, вĕренекенсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Шкул музейĕнчи çĕнĕ экспонатсемпе паллашрĕç, хăйсен шухăшĕсене те каларĕç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика