16 февраля 2008 г.
НУМАЯХ пулмасть Кивĕ Чукалти Культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕ кỹршĕри ялсенче _ Вырăс Чукалĕнче тата Асанкассинче пулчĕ, культура учрежденийĕсенче концерт кăтартрĕ. Концерт программине асăннă ялсенче ăшшăн йышăнчĕç, кашни номер хыççăн кăмăллăн алă çупрĕç. И.Малеевапа Н.Васильев вырăс тата чăваш халăх юррисене илемлĕн шăрантарчĕç. П.Терентьев, О.Карзановапа Ж.Мандрюков вара эстрада юррисемпе савăнтарчĕç. П.Чурбанов, Т.Чамеева, Л.Денисова, В.Борзова, Н.Ивановпа Ж.Мандрюков шỹтлĕ монологсем вуларĕç, кулăшла сценкăсем лартрĕç. Районти художество коллективĕсем кỹршĕллĕ ялсене концертпа тухса çỹрени, пĕр-пĕрин творчествипе паллашни, паллах, питĕ вырăнлă.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"