Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пирĕн ача сачĕ - чи лайăххи!»

25 сентября 2018 г.

«Пирĕн ача сачĕ - чи лайăххи!»

ШĂМĂРШĂРИ «Ромашка» ача сачĕ 1991 çулта уçăлнă. Халĕ унта тĕрлĕ ỹсĕмри 6 ушкăна 116 пепке çỹрет. Садикре ĕçлекенсем пурте тенĕ пекех воспитани ĕçĕнче пуян опыт пухнă воспитательсем. Вунпĕр педагогран саккăрăшĕ - аслă пĕлỹллĕ. Аслă квалификаци категорине çирĕплетнисем - иккĕн, пĕрремĕшне - саккăрăн. Коллектива 2007 çултанпа педагогика ĕçне парăннă, пултаруллă та хастар Е. Гадиева ертсе пырать.
Елена Николаевна садикре ĕçлемех çуралнă тейĕн: пĕчĕккисене кирлĕ условисем пулччăр тесе ырми-канми тăрăшать, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тата ĕçтешĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Яланах çĕннине, хальхи пурнăçа тивĕçтерекеннине шырать вăл, ĕçе творчествăлла йĕркелесе пырать. 
Çак пархатарлă та кăткăс ĕçре ăна пулăшакансенчен пĕри - О.Абанникова методист. Унăн ĕç кабинечĕ - чăн-чăн педагогика арчи. Унта хуть хăш воспитани ыйтăвĕ çине те хуравсем, тупсăм пур. 
Хуçалăх ыйтăвĕсене И.Петрова татса пама пулăшать. Вăл та садик заведующийĕ пекех çирĕп йĕрке юратать, ăна коллективра мĕнле тытса тăнине çивĕч тĕрĕслесе тăрать. Ĕç, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассине те куçран вĕçертмест. Ачасене пахалăхлă апат-çимĕçпе тивĕçтерессине яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. 
- Пирĕн коллективра ĕçе ỹрĕк-сỹрĕк тăвакансем çук, пурте тăрăшуллă, - тет Елена Николаевна, садикпе паллаш- тарнă май. - Кашни мероприятие: группăри заняти вăл е уяв программи - педагогикăн çĕнĕ технологийĕсене тĕпе хурса, чун-чĕре витĕр кăларса хатĕрлетпĕр. Кашни пепке хăйне пултаруллă тесе шутлатăр, унăн куçĕсем савăнăçпа кăна çиçсе тăччăр - кашни кун çак тĕллевпе ĕçе пуçăнатпăр. Ăна яланах методика тĕлĕшĕнчен çỹллĕ шайра пурнăçлакан воспитательсен ячĕсене асăнса хăварас килет: Г.Сергеева, М.Драгунова, Г.Драгунова, А.Лукиянова, А.Леонтьева, Е.Петрова, В.Шерникова, Е.Яковлева. Ача-пăчана музыка енĕпе аталантаракан М.Юманова çинчен те чи ăшă сăмахсем кăна калаççĕ. Марина Николаевна кашни мероприятие юрă-ташăпа творчествăлла, пысăк ăсталăхпа илемлетни ачасене те, вĕсен ашшĕ-амăшне те çав тери килĕшет, пурне те савăнтарать. 
Çавăн пекех Г.Азизова педагог-психолог, М.Амерханова медицина сестри ачасемпе яланах ăшă кăмăллă. Хăйсен ĕçне пĕлсе, чунтан парăнса йĕркелесе пыраççĕ вĕсем. 
Ачасене кашни кунах тутлă та техĕмлĕ вĕри апатпа, икерчĕ-пỹремечпе тивĕçтерсе тăракансем - Н.Маркова тата Л.Еремеева поварсем. Вĕсем пĕçернĕ апата пурте юратса çиеççĕ. 
Тирпей-илем хуçисем вара - А.Мулякова, И.Филиппова, Н.Никифорова, О.Чернова, Т.Морозова, П.Петрянкина кĕçĕн воспитательсем. Вĕсен тăрăшулăхĕпе садикре яланах таса та хăтлă. 
Илеме юратма кунта пĕчĕкренех вĕрентеççĕ. Шалта та, садик территорийĕнче те мĕн тĕрлĕ чечек ỹсмест-ши? Садик йĕри-таврашĕнчи тĕмсемпе йывăçсем те çут çанталăка юратнине палăртса тăраççĕ. Ачасене уçăлса çỹреме те, выляма та условисем çителĕклĕ. 
Садике кĕрсенех Тăван çĕршыва юратни, тавралăха кăмăллани, чăвашлăха хисеплени курăнать. Коридорта «Спасибо деду за Победу», «Край мой чувашский» стендсем çакăнса тăраççĕ. Ачасен ỹкерчĕкĕсенчен йĕркелекен курава тăтăш улăштарсах тăраççĕ. Иккĕмĕш хута хăпарнă чухне юмах тĕнчине лекнĕн туйăнать - кунта тĕрлĕ юмахри геройсемпе «тĕл пулатăн». Вĕсем çав тери илĕртỹллĕ, ăшă кăмăллă. Илеме хăйсен пĕчĕк аллипе те ăсталаççĕ шкул çулне çитмен ачасем. Вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталанма садикре кружоксем ĕçлеççĕ. Çакă ачасене районти тата республикăри творчество конкурсĕсене активлă хутшăнма та май парать. 
Педагогсем те професси конкурсĕсенче хастар. 2010 çултанпа – кăçалхипе 8 çул ĕнтĕ - «Ромашка» ача садĕнче ĕçлекенсем «Çулталăкри чи лайăх воспи- татель» конкурсра районта çĕнтереççĕ, республикăра тупăшма тивĕçеççĕ. 
Çулсерен садик территорийĕ çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн ирттерекен конкурсра чи тирпейли те чи илемли ята тивĕçет. Унсăр пуçне коллектив районта ирттерекен пур мероприятие те активлă хутшăнать. 
Воспитатель кунĕ ячĕпе садикре вăй хуракансене пурне те ăшшăн саламлатпăр. Садик заведующийĕ Елена Николаевна район хаçачĕ урлă тивĕçлĕ канури ĕç ветеранĕсене те саламлама ыйтрĕ. В.Фролова, М.Чичко, В.Севрюгина, Л.Захарова, Н.Артемьева, Р.Матвеева, Т.Миронова - сире ĕçтешĕрсем яланах тав сăмахĕ калаççĕ, хĕрỹ салам яраççĕ. 
Уяв ячĕпе пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр! 
Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика