Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чул хушшинчен çĕкленнĕ хунав

14 сентября 2018 г.

Чул хушшинчен çĕкленнĕ хунав

Вăрçă ачисем... Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн çуралнисем выçлăхне те курнă, нуши- тертне те сахал мар тỹснĕ. Çав йывăрлăхсене парăнмасăр мухтавлă çын пулнисенчен пĕри - Геннадий Пантелеймонович Елисеев. 
«Чун пулсан - чул хушшинче те ỹсет» 
Вăл Карапай Шăмăршă ялĕнче 1938 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Тăваттăмĕш ача, çемьере пĕртен-пĕр ывăл. Ун хыççăн тепĕр хĕрача çуралать. Ашшĕне астумасть - вăрçă вăхăтĕнче шартлама сивĕре лашапа Улатăра окоп чавакансем валли çăнăх, кĕрпе леçме кайсан вăйлă шăнать, сывалаймасть... Юрать-ха асламăшĕ ĕçчен те харсăр пулнă. Кинĕ 5 ачапа тăрса юлсан, вĕсене выçлăхран çăлса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Хĕлле асламăшĕ вăрманта вут-шанкă пуçтарса çунапа туртса 14 çухрăмри Шăнкăртама сутма çỹренĕ. Тутарсем чей ĕçме чĕнсен, пĕчĕк сахăр катăкне имшеркке ỹсекен Гена мăнукĕ валли пуçтарса хунă. Çулла мăк кăларса типĕтнĕ. Ăна та метекпе (пĕчĕк урапапа) туртса сутма илсе кайнă. Амăшĕ кунĕн-çĕрĕн колхозра тỹлевсĕр ĕç минимумĕ тултарассишĕн тар тăкнă. Çăвар тулли курăк çини, çĕрнĕ улма крахмалĕнчен пашалу пĕçерни халĕ те вăрçă çулĕсенче çитĕннĕ ачасен куçĕ умĕнчен каймасть. Асламăшĕ калашле, чун пулсан - чул хушшинче те ỹсет. 
Хветура аппăшĕ çăпата хуçма вĕреннĕ. Вăл хăтăрни те асра: 
- Çăпатуна пуринчен малтан çĕтетĕн! Урамра пăр муклашкисемпе выляса таканне çĕмĕретĕн! 
Ача ачах ĕнтĕ, вылясси те килнĕ пуль. Çăпата, хĕл кунĕсенче тата йĕпе-сапара тĕпне йывăç шакмак (такан) хурсан та, нумая чăтман. Юр кайсан çăвĕпех çара уран чупнă-ха, шкула кайма кăна урана çăпата сырнă. 
Мăнтарăн хĕрарăмĕсем - амăшĕпе асламăшĕ - епле вăй-хал, тỹсĕм çитернĕ-ши ачасене выçлăхран сыхласа хăварма? Вĕсен ырă сăнарĕ ĕмĕр-ĕмĕр ачисен чĕринче. Халĕ те ăс парса, пулăшса тăнăн туйăнать. Вĕрентесшĕн епле çуннă-ха тата вĕсем! Пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма май пултăр тенĕ.
Чун туртнă ĕçĕ-хĕлĕ - ял хуçалăхĕ
Г.Елисеев Карапай Шăмăршăри 7 класлă шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Шăмăршăри вăтам шкулта пĕлỹ илет. 1958 çулта вара Улатăрти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕрет, 4 çул ăс пухса зоотехник специальноçне алла илет. 
Каярах Чăваш ял хуçалăх институтĕнче çак ĕçпех аслă пĕлỹ илет. Çапла Киров ячĕллĕ тăван колхозра зоотехникра мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен 39 çул тăрăшать. 
Калас пулать, колхоз совет саманинче выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсем туса илессипе районта яланах малти ретре пулнă. Паллах, Геннадий Пантелеймонович пысăк яваплăхпа, ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пыни те кунта пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хĕлĕнçăвĕн кашни ир, пĕр канмалли кунсăр, 5 сехетрех вăл ĕç вырăнĕнче пулнă - ĕне, лаша, сурăх, сысна, чăх-чĕп фермисене çитсе килмесĕр ирхи апата ларман. Ĕçрен вара çĕрлесĕр те пушанайман. Ферма ĕçченĕсемпе яланах пĕр чĕлхе тупса ĕçленĕ. Колхоз ертỹçисемпе те килĕштернĕ. Ял-йыш та ăна ĕçченлĕхĕшĕн, сăпайлăхĕпе тирпейлĕхĕшĕн хисеплет, унăн çитĕнĕвĕсемпе тăрăшулăхне тивĕçлипе хаклать. Г.Елисеев - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ, «Хисеп Палли» орден кавалерĕ, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ. 
Йывăç тымар ĕпе çирĕп, этем - çемйипе 
1965 çулта Г.Елисеев Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпỹрт хĕрĕпе - Валентина Сачковапа - пĕрлешет. Валентина Васильевна вăтам шкулта ачасене математика вĕрентнĕ. Ялта ỹснĕскер, вăл та малтанхи çулах ĕçченлĕхĕпе тĕлĕнтернĕ - утă тиенĕ чухне 2-3 чикĕмпех пысăк лава тултарса та хунă. Шкулта пултаруллă учитель тата завуч пулнисĕр пуçне, кил-хуçалăхĕнчи ĕçсенче те ĕлкĕрсе пынă. Йышлă выльăх-чĕрлĕх тытнă вĕсем. Чи пахи вара - çемье вучахне, кил ăшшине куç пек упрани, хунямăшĕпе, мăшăрĕн тăванĕсемпе яланах килĕшỹре пурăнма пĕлни. Тăванлăха хаклама, аслисене хисеплеме вĕрентсе ỹстернĕ Елисеевсем ывăлĕпе 3 хĕрне те. Вĕсем пурте аслă пĕлỹллĕ, вырăнлă. Иринăна та - 10 çулта амăшĕсĕр юлнă тăлăха - хăйсен хỹтлĕхĕнче тăван ачи пекех çывăха хурса тивĕçлĕ воспитани панă, медицина пĕлĕвĕ илме пулăшнă. Халĕ те питĕ туслă пурăнаççĕ 4-мĕш хĕрĕн çемйипе, пĕр-пĕринпе çыхăну тытсах тăраççĕ. 
Геннадий Пантелеймоновичăн амăшĕ вăрăм ĕмĕр пурăнса ирттернĕ, çивĕч ăстăнлă пулнă. Ĕмĕрлĕхех куçне хупиччен вăл ачисене пуçтарса çапла каласа хăварнă: 
- Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнăр... Нумай пурăнăр... 
Асламăшĕн тата амăшĕн пилĕ пулăшать-ши, е ачисем хăйсем те аслисен сăмахне итлеме хăнăхнă - 5 пĕр тăван та сакăр теçеткене çăмăллăн парăнтараççĕ. Пĕр-пĕринпе питĕ çывăх. Аслисен ĕмĕтне пурнăçласа, пилĕк ачаран виççĕшĕ аслă пĕлỹ илнĕ: Федора Пантелеймоновна тата Анастасия Пантелеймоновна - педагогика ĕçĕн хисеплĕ ветеранĕсем. Геннадий Пантелеймонович - ял хуçалăх специалисчĕ. 
Аслă ăрăвăн ырă тĕслĕхĕ кĕçĕннисене те куçса пырать. Тивĕçлĕ канури ватăсем халĕ Володя ывăлĕн çемйипе килĕштерсе пурăнаççĕ. Наташа кинĕ те хăйсем пекех ăшă кăмăллă. Шăкăл-шăкăл калаçаççĕ кинĕпе хунямăшĕ пĕр кил-çуртра, чĕвĕл-чĕвĕл тăваççĕ мăнукĕсем те аслашшĕ-асламăшĕпе. Пурте уçă кăмăллă, тараватлă. Килекене çăкăр-тăварсăр кăларса ямаççĕ, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынна пулăшусăр хăвармаççĕ. Çак йăла та темиçе сыпăкран пырать. 
Ĕç ветеранĕ - район чемпионĕ 
Елисеевсен килĕнче спорт кубокĕсем нумай. Шкулта вĕренекен мăнукĕсен пуль тесе шутларăм пирвай. Дипломĕсене вуласан тинех ăнлантăм - Геннадий Пантелеймоновичăн ячĕпе иккен пурте. Районти ăмăртусенче шашкăлла унран ăстарах вылякансем халлĕхе çук-ха. Кăçалхи Физкультурниксен кунĕнче те çĕнтерỹçĕ пулчĕ вăл. Ăс-тăн вăййипе шкулта вĕреннĕ çулсенчех интересленнĕ. Халĕ те пушă вăхăтра шашка вăййинче пуçватмăшсене шĕкĕлчеме юратать. Çуллахи вăхăтра вара пенсионерсем кану çинчен шутламаççĕ те. Акă иртнĕ эрнере 25 сотăй пахчинче çĕр улми кăларса кĕртнĕ. Ачисем тем пек хирĕçлесен те (ватăсене йывăр ĕçсенчен упрама тăрăшаççĕ), лаптăкăн виççĕмĕш пайне алăпа кăларма вăй-хăват пурришĕн питĕ савăнаççĕ асаттепе асанне. Çĕр улми те шултăра çитĕннĕ - çу каçипе пахчара киленсех тăрмашнă ĕнтĕ. Ытти пахча çимĕç те тухăçлă. Кăçал виноградăн икĕ сорчĕ те пиçсе ĕлкĕрнĕ - пыл-пылак. Панулмийĕ те çăварта ирĕлсе каять, теплицăра тата миçе тĕрлĕ çимĕç илĕртсе тăрать! Тата пур çĕрте те илемĕпе куçа шартаракан чечексем. 
Сывă пурнăç йĕркипе тата килĕшỹпе ăнланура пурăнакан мăшăр кил-хуçалăхĕнче яланах пĕрле тăрмашать. Пĕррехинче амăшĕ ывăлне: «Ачам, аçу пирус туртман, эсĕ те яланах çак йĕркепех пурăн», - тесе каланине ĕмĕр асра тытать Геннадий Пантелеймонович. Эрех-сăрана та нихăçан та çывхартман. 
Çапла сывлăхпа, лайăх кăмăл-туйăмпа кĕтсе илет вăл хăйĕн 80 çулхи юбилейне. Вырсарникун ăна çак ятпа чун-чĕререн саламлама 5 ачи, 8 мăнукĕ, 1 кĕçĕн мăнукĕ, йышлă тăванĕ-хурăнташĕ пуçтарăнать. 
- Тавах шăпана пире пĕрле савăнса пурăнма çакăн чухлĕ çул панăшăн. Сывлăх пулсан тата нумай пурăнасчĕ çак ырлăхра, - мăшăрĕ çине ытарлă пăхса калаçать Валентина Васильевна. 
Хисеплĕ Геннадий Пантелеймонович! Сумлă юбилейпа саламласа, эпир сире çирĕп сывлăх, ачасенчен тата мăнуксенчен пархатар курса пурăнма телейлĕ вăрăм ĕмĕр сунатпăр. 
Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика