Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телей туптавçи

14 сентября 2018 г.

Телей туптавçи

ÇУРАЛНĂ кун, уйрăмах юбилей çитсен, кирек кам та иртнĕ кун-çулне аса илет, ĕç-хĕлне пĕтĕмлетет, шăпине хак парать. 
Палтиелĕнчи Николай Алексеевич Романов, кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче 70 çул тултарнăскер, хăйне чăннипех телейлĕ тесе шутлать. Ылтăн алăллăскер, ĕçре ят-сум çĕнсе илнĕ вăл. Ăш-пиллĕскер, çемьере шанчăклă тĕрек. 
Пурнăç пилленĕ амăшĕ Дарья Павловна - «Мир» колхозăн хастар колхозници тата ашшĕ Алексей Андреевич - хуçалăхри малта пыракан комбайнер - ачисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. 
Николай, чи асли пулнăран, кĕçĕннисемшĕн маяк пекех шутланнă. Ялти вăтам шкулта 8 класс вĕренсе пĕтерсен тỹрех ĕçе пуçăннă. Уй-хир «карапне» çỹретекен ашшĕне тырçире пулăшнă, кĕске хушăрах «Коммунизмла ĕç ударникĕ» ята çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех платникре те тăрăшнă Н.Романов. Кỹршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнче вăрман каснă. 
1968 çулта Романова Совет Çарне илеççĕ. Çар тивĕçне Казахстанра строительство батальонĕнче пурнăçлать чăваш каччи. Салтак гимнастеркине хывсан ялта, Аслă Арапуçĕнче, вăй хурать. Чĕмпĕрти автоза- водра наладчикре ĕçлет. Чун туртнипе ялах таврăнать. Сысна фермине слесаре ĕçе вырнаçать; унта 2008 çулччен, мĕн пенсие тухиччен, тимлет. Кунта, пĕр улшăнми, мăшăрĕ те свинаркăра тăрăшать. Людмила Николаевна та, упăшки пекех, ĕçе чунтан парăннă çын. Хастарлăхне кура ăна Мускаври ВДНХна 3 хутчен курма янă, район Совечĕн депутатне виçĕ хутчен суйланă. 
1975 çултанпа пĕрле мăшăр. Çав хушăра хура-шурра самаях «ас тивнĕ» вĕсем. Пурнăçа йĕркелеме картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал усранă (халĕ те йышлă вĕсем). Кермен пек çурт лартнă. Ăрăва тăсмалăх 5 ача çуратса ỹстернĕ. Вĕсемпе савăнмалăх та, мухтанмалăх та пур. Пурте ĕçчен, йĕркеллĕ, туслă. Кирек мĕнле ĕçе те ушкăнпа тăваççĕ, ашшĕ-амăшне пулăшсах тăраççĕ. Кашниех пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă. Андрей наци паркĕнче лесничи çумĕнче тăрăшрĕ, халĕ вахта мелĕпе ĕçлет. Алевтина - район администрацийĕнчи бухгалтер. Оксана - Шупашкарти 1-мĕш хула больницин медсестри. Алексей - шĕкĕр хуламăрти строитель. Сергей - тĕпкĕч - çул-йĕр строительствин машинист-механикĕ. Романовсемшĕн 9 мăнук - чун йăпатмăш. 
«Манран телейли çук-тăр, - тет юбиляр пĕтĕм пит-куçĕпе çуталса. Çумра - ăнланакан мăшăр. Юнашарах - ачасемпе мăнуксем. Вĕсенче - пурнăçăмăн тупсăмĕ». Çак сăмахсем çумне мĕнех хушса калайăн... 
Зинаида СВЕКЛОВА, 
Палтиел ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика