Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нина АХМЕТОВА: «Чăвашла калаçатпăр, тутарла юрлатпăр»

21 августа 2018 г.

Нина АХМЕТОВА: «Чăвашла калаçатпăр, тутарла юрлатпăр»

МĔНЛЕ лайăх вăл пурнăçра темиçе чĕлхе пĕлни! Шăмăршăра пурăнакан Ахметовсем чăвашла, тутарла, вырăсла шăкăл-шăкăл калаçаççĕ. 
Кил хуçи - Рамис Усьманович - тутар. Лесник ывăлĕ Вăрманти картунта çуралса ỹснĕ. Чăваш ачисемпе пĕрле выляса-кулса çитĕннĕ. Унăн мăшăрĕ - Нина Ахметова - чăваш, Патăрьел районĕнчи Тури Чакă ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вăтам шкул пĕтерсен Шупашкарта повара вĕренсе тухнă. Унтан Костромари технологи техникумĕнче пĕлỹ пухнă, апат-çимĕç хатĕрлекен технолог специальноçне илнĕ. 
- 1985 çулта мана направленипе Шăмăрша ĕçлеме ячĕç, - аса илет паян Нина Алексеевна. - Райпора технолог пулса ĕçлеме тытăнтăм. Яштака пỹллĕ,çав тери ырă кăмăллă тутар йĕкĕчĕ мана пĕрре курсанах килĕшрĕ. Иксĕмĕрĕн те чĕресенче юрату çуралчĕ пулмалла, 1986 çулта ĕмĕрлĕхех пĕрле пулма тупа турăмăр. 
Нина Ахметова Шăмăршăри «Березка» кафере повар пулса ĕçленĕ чух «Професси енĕпе чи лайăххи» ята та тивĕçнĕччĕ. Хĕвел пек ăшă куллипе, çепĕç чĕлхипе, ылтăн аллипе, чун ăшшипе коллективра чыс-хисеп çĕнсе илнĕ. Хальхи вăхăтра Шăмăршăри Коопторгра товаровед ĕçне тỹрĕ кăмăлпа туса пырать. Рамиспа Нина икĕ ача - хĕрпе ывăл - çуратса ỹстернĕ. Ывăлĕ - Руслан - Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе хĕр пĕрчи çитĕнтереççĕ. 
Ахметовсен хĕрĕ - Люция - иртнĕ çул Шăмăршăри вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтерчĕ. Пултаруллă хĕр Хусанти авиаци институтне ăнăçлă вĕренме кĕчĕ. Инженер-программист пулма хатĕрленет. Вĕренỹре чи лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать, обществăлла ĕçсенче те хастар. Ахметовсем пурте пĕрле пуçтарăнсан виçĕ чĕлхепе калаçаççĕ те юрлаççĕ, пысăк пỹрте туслăхпа юрату хĕвелĕ шуса кĕнĕн туйăнать. 
- Чăвашла калаçатпăр, тутарла юрлатпăр, вырăсла ташлатпăр, - шỹтлет Нина Алексеевна. 
Паян - августăн 21-мĕшĕнче - Нина Ахметова 55 çул тултарать. Çак ятпа эпир ăна чун-чĕререн саламлатпăр, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, тутар халăх юмахĕнчи асамлă çăл куç пек вăрăм ĕмĕр, вырăс юрринчи шурă хурăн пек илемлĕхпе чиперлĕх сунатпăр. 
Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика