Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кирпĕч çине кирпĕч - çурт хăпарать

10 августа 2018 г.

IMG_8053.JPG

 
УТМĂЛ çул ытла ĕнтĕ пирĕн çĕршывра август уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче Строитель кунне паллă тăваççĕ. Професси уявĕ умĕн пирĕн корреспондент районти çурт-йĕр тăвакан тĕп организацире - «Строитель плюс» ОООра - пулса курнă. 
 
«Где эта улица, где этот дом, 
Где эта барышня, что я влюблен», - ирĕксĕрех çак юрă сăмахĕсем асăма килчĕç Шăмăршă тăрăх «Строитель плюс» ООО тăвакан çĕнĕ объекта шыранă чух. 
 
Шăмăршăри пушар чаçĕ хыçĕнче - тахçантанпах хыт-хура çеç ашкăрнă улах вырăнта - çỹллĕ кран «сăнни» çĕкленсе тăнине асăрхарăм та, унталла çул тытрăм. 
 
Акă, çĕнĕ стройка та хăйĕн пĕтĕм илемĕпе куç умне тухса тăчĕ. Шап-шурăскер, тинĕсри карап пекех ларать вăл сарăлса. Лайăх паллакан çын - Николай Шумилов прораб тата мастер - хаваспах кунти ĕçпе паллаштарма килĕшрĕ. 
 
Ултă хваттерлĕ, пĕр хутлă кирпĕч çуртăн никĕсне кăçалхи июнĕн 14-мĕшĕнче янă иккен. Объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 6 миллион тенкĕ. Ăна «Строитель плюс» ООО халлĕхе хăйĕн укçипе тăвать. Çак çуртра тăлăха юлнă ачасем валли хăтлă хваттерсем пулĕç. 
 
Кирпĕч çумне кирпĕч хураççĕ Николай Давыдов, Константин Иванов, Константин Миронов, Валерий Чеков, Владимир Александров, Владимир Емельянов каменщиксем. Çурт стенисене купаласа пĕтернĕпе пĕрех ĕнтĕ, халĕ шалти пỹлĕмсене хăпартаççĕ. Опытлă строительсем ĕç пахалăхне чи малти вырăна хураççĕ. 
 
- Алла пăсма юрамасть, строитель ятне çỹлте тытмалла, - терĕ мастерокĕпе раствор ăсса илсе кирпĕч çине хунă май Владимир Емельянов каменщик. 
 
Радий Локтин автокрановщикпа калаçатăп. Çурт-йĕр тăвакан организацире 21 çул ытла ĕçлет вăл. Иртнĕ çул унăн сăн ỹкерчĕкне районти Хисеп хăми çине те кĕртнĕччĕ. Питĕ тăрăшуллă, хушнă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлакан çын. 
 
- Пирĕн валли ĕçлеме ĕç кăна пултăр, эпир çĕнĕрен çĕнĕ объект çĕклесе тăван района хула сăнĕ кĕртме яланах хатĕр, - çапла «пионерла» çирĕппĕн каларĕ. 
 
Ултă хваттерлĕ çĕнĕ çурта кăçалхи ылтăн кĕркунне хута яма палăртаççĕ. Хастар строительсене эпĕ ăнăçу çеç сунтăм. 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика