Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçленĕ чух - хаклă эс…

31 июля 2018 г.

ПУРНĂÇ йĕрки çапла пулмалла-ши? Паян çын пур, утать, çỹрет, ĕçлет. Çын пысăк вырăнта е ытти çĕрте вăй хурать-и - ăна хисеплеççĕ, унран пулăшу ыйтаççĕ.

Пурăнан пурнăçра темĕн те пулма пултарать. Чипер ĕçлесе пынă çĕртех темле сăлтав тупса вырăнтан кăларса яраççĕ е чире пула хăвăнах пăрахма тивет. Çапла Кузьма Иванччăран ахаль Куçма пулса юлатăн. Ĕçленĕ чух хăв ырă тунă çынсемех сана паллами пулаççĕ, сывлăх сунма та манаççĕ.

Сахал-им çакăн пек тĕслĕхсем? «Çын ĕçленĕ чух кăна кирлĕ, ĕçрен кайсан сана çỹпĕ вырăнне çеç хураççĕ», - тенĕччĕ районти пĕр колхоз председателĕнче ĕçленĕ ветеран чунтан тарăхса. Ахальтен каламарĕ пуль. Ялта та, районта та ĕçлекен пуçлăхсене çеç хисеплеççĕ, енчен те сана вырăнтан кăларсан эсĕ «иккĕмĕш сортли» пулса юлатăн. Эсĕ хăçан-тăр ырми-канми ĕçлени, халăхшăн, коллектившăн тăрăшни манăçа тухать.Ырă ĕçỹсене манса кайни çитмест, сан пирки элек сарма та вăтанмаççĕ. Мĕн тăвăн, халăх çăварĕ хапха мар - хупса хураймăн...

Темиçе çул каялла редакцие Шăмăршăра пурăннă пĕр ватă çын - вăрçă ветеранĕ - пынăччĕ, манпа чылайччен калаçса ларнăччĕ.

1957 çулта районти пĕр ялта пысăк пушар тухнипе 48 çурт тĕппи-йĕрĕпех çунса кайнă. Р.ун чух колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Пушарта пысăк инкек тỹснĕ ял-йыша пулăшас тесе Р. Шупашкарта çеç мар, Мускавра та пулнă, халăх валли пин кубометр ытла хыр йывăççи çыртарса илме пултарнă. Çак йывăçа вăрмантан турттарса кăларма техника тупнă, çурт пури пуралама бригадăсем йĕркеленĕ. Çапла хĕле кĕриччен мăрьесенчен тĕтĕм тухма пуçланă. Ялти ватăсем председателе куççуль витĕр тав тунă.

- Нумай пурăнтăмăр-и, сахал-и - колхозра отчетпа суйлав пухăвĕ пуçтарăнчĕ, - сăмахне малалла тăсрĕ ветеран. - Фронтри сурансем ыратнипе эпĕ икĕ эрне больницăра сипленнĕччĕ. Улттăн-çиччĕн мана хирĕç кăшкăрчĕç те пухура, алă çĕклесе залра ларакансенчен ытларахăшĕ мана председательтен кăларас тесе сасăларĕ.

_ Мĕншĕн кăларатăр? _ ыйтрĕ халăх- ран район представителĕ. - Колхозăр патшалăх планĕсене ăнăçлă пурнăçласа пырать вĕт-ха.

- Р. хамăр ял çынни мар, пире вырăнти председатель кирлĕ, - пулчĕ хурав. Мана та юлашки сăмах пачĕç. «Хăвăршăн çĕр çывăрмасăр, сывлăха шеллемесĕр тăрăшнăшăн мана çакăн пек «тав туни» сире чыс кỹрĕ-ши?» - терĕм çеç. 

- Кайран манран каçару ыйтакансем те чылай пулчĕç, - терĕ ветеран. - Анчах каснă чĕлле каялла çыпăçтараймăн. Çав ял çыннисене эпĕ çилленсе пурăнмастăп, çапах та чунра лайăх мар япала юлчĕ-юлчех...

Пурнăç пурăнасси хир урлă каçасси мар. Тем те пулать ĕмĕр сакки çинче. Нумай çул чунтан тăрăшса ĕçленĕ çынсем тивĕçлĕ канăва тухаççĕ. Вĕсем хытă пăшăрханнине те пĕрре çеç мар илтнĕ эпĕ. Ватăсене çуралнă кунпа та саламламаççĕ иккен, юбилей ячĕпе Хисеп грамотипе чыслама та манаççĕ.

Ан тив, вĕсем ĕмĕр тăрăшшĕпе ĕçленĕ колхоз, предприятипе организаци халĕ çук пултăр, анчах ял тăрăхĕн администрацийĕ чĕрĕ-сывă вĕт-ха! Нивушлĕ кунта ĕçлекенсем ялти юбилярсен списокне туса хатĕрлеме, вĕсене паллă кунпа саламлама пултараймаççĕ?

Çакă уйрăмах район центрне пырса тивет. Хăй вăхăтĕнче райпромкомбинатра, апат-çимĕç комбинатĕнче, хими вăрман хуçалăхĕнче, механизациленĕ вăрман хуçалăхĕн цехĕсенче, кирпĕч заводĕнче, райпора, сĕт-çу заводĕнче, «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче, «Шемуршинский» совхозра, ытти çĕрте тăрăшнă çынсене мĕншĕн манса каймалла-ха?

Чун ыратать: нумаях пулмасть районти пĕр ял тăрăхĕнче «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята тивĕçнĕ, ĕмĕрĕпех уй-хирте ĕçлесе сывлăхне çухатнă ветеран вилсен те хаçатра çырса хурланни çинчен пĕлтермерĕç. Çаплах «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ» ятпа чысланă, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă хисеплĕ ватта юлашки çула ăсатсан та вырăнти пуçлăхсем чунтан хуйхăрнине хаçат урлă палăртмарĕç.

Çын ĕçленĕ чухне кăна кирлĕ тени тĕрĕсех пуль çав. Укçа çук пирĕн е çынлăх тени те çук?

Фронтовик-ветеран каланине тепĕр хут асăнас килет: «... çĕр çывăрмасăр, сывлăха шеллемесĕр тăрăшнăшăн мана çакăн пек «тав туни» сире чыс кỹрĕ-ши?».

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика