Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Купăс кĕввипе, шăнкăрав сассипе...

14 марта 2013 г.

МАРТĂН 8-мĕшĕнче Кивĕ Чукалта пурăнакансем сивĕ Хĕле хаваслăн ăсатса ячĕç.

Уява уçса, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев хĕрарăмсене, хĕрсене Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ, Хĕле ăсатнипе çыхăннă мероприятие пурне те активлă хутшăнма сĕнчĕ.

Пурин кăмăлне çĕклесе ялти "Пилеш" фольклор ушкăнĕ (илемлĕх ертÿçи З.Карзанова, купăсçи Н.Захарова) Çăварни юррисем шăрантарчĕ. Кун хыççăн вара ял çыннисем тĕрлĕ вăйă-конкурсра вăй виçрĕç. Çĕнтерÿçĕсем призсем илчĕç.

Уявра ял-йыш тутлă шашлăкпа, техĕмлĕ чейпе, вĕри икерчĕпе сăйланчĕ. Мероприятие илем кÿрсе, хĕл иртсе пынине систерсе ял урамĕсем тăрăх çунасем кÿлнĕ, хăмпă-хăюпа, шăнкăравпа хитрелетнĕ урхамахсем вирхĕнчĕç. Лавсем çинчи хĕрарăмсем, купăс кĕвви янăранă май, Çăварни юррисене юрларĕç.

Уяв ирттерме спонсор пулăшăвĕ панăшăн Олеся, Петр, Мирослав Малеевсене, Петрпа Владислав Карзановсене, Андрейпе Григорий Ильинсене ял-йыш чĕререн тав турĕ.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика