Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ трактор – пахалăх ÿсĕмĕ

20 февраля 2013 г.

Çĕнĕ самана çĕнĕлле пурăнма хистет. Ялта пурăнакансем, колхозсем саланса кайсан, çухалса каймарĕç. Хăшĕ-пĕри хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелерĕ, çĕр ĕçĕпе аппаланма тытăнчĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме пикенчĕ. Пуçаруллă та пултаруллă çынсем ял хуçалăх техникисем те туянчĕç, вĕсене халĕ çултан-çул çĕнетсе пыраççĕ.

Кивĕ Чукал ял тăрăхĕнче хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи Юрий Никитин ырă ятлă çынсенчен пĕри. Йывăрлăхсемпе тĕл пулсан вăл çухалса кайман. Мĕскĕнленсе, такам туса е килсе парассине кĕтсе ларнипе нимĕн те пулмасса лайăх ăнланнă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни, тырă-пулă акса-туса илни укçа-тенкĕ çăл куçĕ иккенне пĕлнĕ. Халĕ Юрий Алексеевич 55,6 гектар çĕр хуçи. Ăна ĕçе кĕртме, çĕр лаптăкне пысăклатас ĕмĕтпе кăçал хуçалăх ертÿçи Раççей перекет банкĕнчен кредит илсе çĕнĕ "Беларус-892" трактор туяннă.

Çак тăрăхра пурăнакан Мирослав Малеев та çĕнĕ МТЗ-82,1 тракторпа хăйĕн хуçалăхне пуянлатнă. Вăл та çĕр ĕçĕпе тăрмашать. 12,6 гектар çĕр çинче туса илнĕ продукцие укçана çавăрать.

– Ялта тракторсем туянни пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме май парасса шанас килет, – пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев. – Хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçисем хăйсен техникипе ял çыннисене те пысăк пулăшу кÿреççĕ. Çĕнĕ тракторсен шучĕ ÿссе пыни те савăнтарать. Ахальтен каламаççĕ вĕт: "Ÿркеннипе инçе каяймăн".

Чукал ял тăрăхĕнче те ĕçчен çынсем сахал мар. Анатолий Андреев хăй мĕне тăрать. Вăл та кÿршĕ ялти ĕçтешĕсем пекех ака-суха тăвать, тырă вырса-çапса, пухса илет, нумай çул ÿсекен курăкăн лаптăкĕ те пĕчĕк мар. Анатолий Николаевич техника паркне çĕнетсе "Беларус-892" трактор туяннине те (перекет банкĕ пулăшнипе) ырă пулăм тесе палăртмалла.

Илнĕ тракторсем хĕл кунĕсенче те ĕçсĕр ларманни пирки те пĕр иккĕленмесĕр калама пулать. Халĕ асăннă хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи "хурçă утсем" вăрмантан йывăçсем турттараççĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика