Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунсене çирĕплетнĕ

24 сентября 2014 г.

"Чăваш Республикин 2014 çулхи, 2015 тата 2016 çулсенчи тапхăрти планпа пăхнă бюджечĕ çинчен" Закона улшăнусем кĕртнĕ май 2014 çулта республика бюджечĕ тупăшсемпе пĕрле 2952,2 миллион тенкĕ ỹснĕ, халĕ вăл 36578,8 миллион тенкĕпе танлашать. Налуксенчен е çак шута кĕмен палăртнă тупăшсем пĕтĕмпе 127 миллион тенкĕ чакнă. Çакă нефть продукчĕсенчен акцизсем пырса кĕрессипе е пысăкрах пахалăхлă бензин туса кăларассипе çыхăннă. Росстат кăтартăвĕсем тăрăх 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулта пахалăхлă бензин туса кăларасси 15,3, дизель топливи туса кăларасси 76 процентшар ỹснĕ. Акцисенчен пырса кĕрекен тупăш пĕчĕкленни çул-йĕр фончĕн тăкакĕсем чакнинче курăнать. Планпа пăхнă налуксемпе çыхăнман сальдировани калăпăшĕ 155,7 миллион тенкĕ ỹснĕ. Вăл шутран патшалăх харпăрлăхĕнчи тупăшпа усă курнăшăн пухăннă укçа-тенкĕ - 35,4 миллион тенкĕ, çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курнăшăн пухăннă тỹлевсем - 37 миллион тенкĕ, çул-йĕр правилисене пăснăшăн тỹлеттернĕ штрафсем - 169,5 миллион тенкĕ. Раççей Федерацийĕн Правительствин уйрăм йышăнăвĕ-семпе килĕшỹллĕн 2014 çулта тавăрса памалла мар хушма укçа-тенкĕ 3086,2 миллион тенкĕ пулмалла. Тавăрса памалли мар укçа шутне çамрăк çемьесене çурт-йĕр çавăрма паракан социаллă тỹлевсем те кĕреççĕ. Çав вăхăтрах, çул-йĕр фондне каякан тăкаксене шута илмесен, республика бюджечĕн тăкакĕсем ỹсеççĕ. Çакна та каласа хăвармалла: 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин патшалăх парăмĕ 12509, 4 миллион тенкĕпе танлашма пултарать. Обязательнăй страховани фончĕн бюджетне те тỹрлетỹсем кĕртнĕ, 2014 çулхи бюджет параметрĕсене палăртнă. Законпа килĕшỹллĕн Чăваш Республикин бюджетне бюджетлă мар трансфертсенчен пырса кĕрекен тупăш та пĕчĕкленĕ. Страховани фончĕн бюджечĕн 2014 çулта медицина страхованийĕн территори программине тивĕçтерме каякан тăкаксем те ỹсмелле.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика