Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Украина - Шăмăршă: киле тăсăлнă инçе çул?

20 сентября 2014 г.

Июлĕн 12-мĕшĕ. Чĕмпĕр. Шăпах çакăнта пуçланнă Украинăри Донецкран тарса килнĕ икĕ çын пурнăçĕ. Малтанласа вĕсем хăйсем ăçта каяссине те пĕлмен - урăх çĕр-шыва килсе çитнĕ. Мĕн тỹссе ирттернине манас, хăрушлăхран хăтăлас тесе. Уйăх иртсен, Чĕмпĕрте пурăнмалли вырăн тупăнманран, Галина Авдеева хăйĕн мăнукĕпе - Данил Варяникпа Шăмăршă районне килсе çитнĕ. Кунта малтанхи кунах пулăшу ыйтма тивнĕ вĕсен. Галина Викторовна каланă тăрăх, район администрацийĕнче Украинăран килсе çитнĕскерсен йывăрлăхĕсене чĕре патне илнĕ, документсем хатĕрлеме пулăшнă. - Урăх çĕр-шывра пирĕн пек çынсене çакнашкал йышăнма пултарасси пирки шутламанччĕ те, - тет Г.Авдеева. Сăмах май, Галина Викторовнăшăн Чăваш Республики ют мар иккен - унăн амăшĕ çак тăрăхран-мĕн. Ача чухне, çуллахи каникул вăхăтĕнче, вăл кунта тăтăш килсе çỹренĕ. Каярах вара тăвансем хушшинчи çыхăну татăлнă. Юрать-ха, халĕ Интернет пур. Шăпах вăл пулăшнă çывăх çыннисене шыраса тупма. - Эпĕ яланах пысăк çемьеллĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Ăна вара Шăмăршăра тупрăм. Халĕ вара çак хутшăнусене татас килмест. Ан тив, манăн нимĕн те çук пултăр, çавах та кунта эпĕ чăннипех телейлĕ, - каласа парать халĕ Г.Авдеева, хăйĕн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ патĕнче пурăнаканскер. Хăйсене ырăпа, тарават йышăннине Донецк хĕрарăмĕ ырăпах тавăрасшăн, алă усса ларасшăн мар. Район администрацийĕн ĕçченĕсем пулăшнипе Данила ача садне вырнаçтарма май тупнă та ĕнтĕ. Малтанласа ăна тỹрех хăнăхса çитме йывăртарах пулнă, халĕ вара арçын ача çĕнĕ юлташсем тупма та ĕлкĕрнĕ. Галина Викторовна хăй тăванĕн ачипе ларать, ăна пăхать. Май тупăнсанах ĕçе вырнаçма ĕмĕтленет вăл. Тивĕçлĕ канăва кайиччен Галина Викторовна Украинăри право сыхлавĕн органĕсенче ĕçленĕ иккен. Тен, унăн опычĕ кунта та юрăхлă, кирлĕ пулĕ? Украинăран тарса килнĕ хĕрарăм каланă тăрăх, Чăваш Енре çынсем урăхларах: ырă, ăнланма пĕлеççĕ. Халĕ Галина Авдеева çапла шутлать: каялла таврăнмалла е çук? Анчах ăçта? Уншăн тăван хĕрĕпе кĕрỹшĕ пĕрле пулни те тем пекех лайăхчĕ те... Вĕсем те ку тăрăха ун пек юратнă, килĕштернĕ пулĕччĕç. - Украинăра пурăнакансем хирĕç-тăру лăпланасса кĕтеççĕ. Тен, влаç та улшăнĕ? Унта вара кулленхи йывăрлăхсемпе хăрушлăха телевидени "çăмăллатса" кăтартатчĕ. Пире, вырăсла калаçакансене, çын вырăнне картмастчĕç, - куççульне шăлать Галина Викторовна. Халĕ вĕсен - урăх пурнăç, урăхла лару-тăру. 

С.СТАШЕНКО. ("Республика" хаçатран).

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика